АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Коммерци автобусĕ çÿремест. Канав тулли шыв

21 ноября 2008 г.

 

Черетлĕ информаци кунĕнче, ноябрĕн 19-мĕшĕнче, ял хуçалăх пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан Г. Н. Матвеев ертсе пыракан ушкăн Еншик Чуллă ял тăрăхĕнче пулчĕ, вырăнти шкулти библиотекăра ку тăрăхри çынсемпе курнăçрĕ.

Геннадий Николаевич унта пухăннисем умĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Дмитрий Медведев Федераци Пухăвне янă Çыру, кăçалхи тăхăр уйăхри ĕç кăтартăвĕсем тата ЧР Президенчĕн 2008 çулта Чăваш Республикинчи мĕн пур ялсене хытă сийлĕ çулсемпе çыхăнтарассине вĕçлес енĕпе кăларнă Указа пурнăçлассипе мĕнле ĕçлени çинче чарăнса тăчĕ, ыйтусене хуравларĕ.

Ку тăрăхри халăха тĕпрен илсен, коммерци автобусĕ (вăл унччен ирпе каç “Шупашкар — Шывпуç” маршрутпа килсе кайнă — В. Е.) çÿреме пăрахни интереслентерет. “Мĕншĕн çÿреме пăрахрĕ çав автобус тата ăна малашне çÿретессине йĕркелесе ярĕç-ши”, — тесе ыйтрĕ Г. Дмитриева.

Учительская урамри 8-мĕш çуртра пурăнакан Мария Владимирован — хăйĕн нуши. Август уйăхĕнче вĕсен умĕпе иртекен шыв пăрăхĕ шăтнă. Ăна юсама кунта уйăх каялла экскаваторпа канав чавнă. Уншăн çак ĕçе пурнăçлакансене 2 пин тенкĕ тÿленĕ. Анчах темиçе хут юсама тăрсан та кăлтăка пĕтереймен, шывĕ çав-çавах юхса тăрать-мĕн. Халĕ çав канавра сахалтан та 25 кубла метр шыв кÿлленсе тăрать. Кунтан çынсем те, выльăх-чĕрлĕхĕ те иртсе çÿреççĕ. Унта кĕтмен-çĕртен ача-пăча та, выльăх-чĕрлĕх те сикме тата унтан тухмасан та пултарать, мĕншĕн тесен тăпри нÿрелсе кайнипе ишĕлсех пырать. Çавăнпа та Мария Артемьевна, инкек ан пултăр тесе, çак канава хальтерех хупласа хума тилмĕрсех ыйтать. Чăн та, ял тăрăхĕн администрацийĕн асăннă çитменлĕхрен хальтерех хăтăлсан лайăхрах.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика