АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн ыйтусене татса парасчĕ

21 ноября 2008 г.

 

Районти хуçалăхсен тĕп инженерĕсемпе ĕç сыхлавĕн специалисчĕсем хуçалăхсен ертÿçисем умне çивĕч ыйтусем лартаççĕ.

Районти инженерипе техника ĕçченĕсем ял хуçалăх предприятийĕсенчи ĕçпе тивĕçтерекенсене

ЧĔнсе калани

Хисеплĕ ертÿçĕсем! Эпир, районти ял хуçалăх предприятийĕсенчи тĕп инженерсемпе ĕç сыхлавĕн специалисчĕсем, вырăнсенчи инженери службин ĕç условийĕсемпе питĕ кăмăлсăр.

Ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакан предприятисен хăш-пĕр ертÿçисем техникăна, машинăпа трактор паркне тĕпрен çĕнетсе пыма, ĕç тухăçлăхне ÿстерме, рынок экономикин условийĕсенче ял хуçалăх производствине специализацилессипе концентрацилессин шайне малашлăх валли ÿстерме кирлине тивĕçлипе хакламаççĕ.

Ĕç укçи пĕчĕк тата сĕннĕ ĕçпе кăмăлсăр пулнипе механизаторсем çав тери улшăнса тăраççĕ.

Тĕп инженерăн пĕр вăхăтрах темиçе çын (хăш чух вăл харăсах автомеханик те, трактор бригадин бригадирĕ те, гараж заведующийĕ те, ĕç сыхлавĕн специалисчĕ те. Çав вăхăтрах ăна куншăн хушса тÿлемеççĕ) ĕçне тума тивет, ку вара тĕп ĕçе пахалăхлă туса пыма чăрмантарать.

Чылай ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисем ĕç параканăн укçи-тенкипе механизаторсен кадрĕсене суйласа-вырнаçтарса лартасси, вĕсен профессиллĕ ăсталăхĕн шайне тата квалификацине ÿстересси, ĕç сыхлавĕпе хăрушсăрлăх техники çине тивĕçлипе çаврăнса пăхмаççĕ.

Паянхи кун районти 22 ял хуçалăх предприятийĕнчен 7-шĕнче çеç штатлă расписанипе тĕп инженерсен, 3-шĕнче — гараж заведующийĕн, пĕринче автомеханик должноçĕ пур. 50 çынран ытларах вăй хуракан пилĕк ял хуçалăх предприятийĕнчен (“Таябинка”, “Красное Сормово”, “Караево”, “Нива”, “Гигант”) “Нивăпа” “Таябинкăра” çеç ĕç сыхлавĕн штатлă специалисчĕсем ĕçлеççĕ.

Районти хуçалăхсенче хальхи вăхăтра квалификациллĕ ирĕк илмен 26 механизатор техникăна çÿретет. “Таябинкăпа” “Янмурзинора”, “Нивăра” — 4-шар, “Караевора” — 3, В. Васильева ХФХпа “Волитра”, “Востокра”, “Красное Сормовора” — 2-шер, МТСпа “Гигантра”, “Пинерте” 1-ер механизатор тивĕçмеççĕ. Районти ял хуçалăх предприятийĕсенчи мĕн пур тĕп инженерсен, ятарлă курссенче вĕренсе, хăйсен квалификацине ÿстермелле.

Районти пĕр хуçалăхра та трактористсемпе водительсене рейса кăларас умĕн медицина тĕрĕслевĕ тума ирĕк илнĕ, ятарласа вĕреннĕ медицина ĕçченĕ çук. Çаксене тĕпе хурса, инженерипе техника ĕçченĕсен коллективĕ районти ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисем умне çакăн пек требованисем лартать: Кÿкеçри вĕрентÿпе курс комбиначĕн (УКК) Красноармейскинчи филиалĕн никĕсĕ çинче кăçалхи декабрь — 2009 çулхи январь уйăхĕсенче, механизаторпа ĕç паракан хушшинче тунă килĕшÿ тăрăх, ĕç параканăн укçи-тенкипе тракторист-машинистсене çĕнĕрен вĕрентсе кăларма май тупма, ялти ĕçлемен çамрăксен йышĕнчен Кÿкеçри УККан районти филиалĕн никĕсĕ çинче çурхи уй-хир ĕçĕсем пуçланиччен 2009 çулхи февраль-апрельте ĕç параканпа вĕренме каякан хушшинче тунă килĕшÿпе ĕç параканăн укçи-тенкипе тракторист-машинистсем вĕрентмешкĕн çамрăксем суйласа илме, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене ачасене шкул автобусĕпе турттаракан шкул дирекцийĕсемпе пĕрле вырăнти фельдшерпа-акушер пункчĕсенчи медицина ĕçченĕсене е ĕçсĕр медицина ĕçченĕсене явăçтарса трактористсемпе водительсене рейса тухас тата ĕç умĕн медицина тĕрĕслевĕ тумашкăн лицензи илме вĕрентсе хатĕрлеме, 2009 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса РФ Правительствин йышăнăвĕпе чи пĕчĕк ĕç укçин виçине 4330 тенкĕне çитермеллине, кунсăр пуçне ЧР Министрсен Кабинечĕ пĕр çынна пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçене уйăхсерен ÿстерсе пыма йышăннине тĕпе хурса, ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисене инженерипе техника ĕçченĕсене тата механизаторсене ĕçшĕн тÿлес майсене пăхса тухма, “Гигант”, “Караево” тата “Красное Сормово” хуçалăхсен ертÿçисене декабрĕн 1-мĕшĕччен ĕç сыхлавĕ енĕпе ĕçлекен специалиста уйăрса лартма сĕнетпĕр.

(Чĕнсе каланине районти ял хуçалăх предприятийĕсенчи тĕп инженерсемпе ĕç сыхлавĕн специалисчĕсен 2008 çулхи ноябрĕн 6-мĕшĕнче иртнĕ пухăвĕнче йышăннă).

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика