АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрĕс палăртнă

21 ноября 2008 г.

 

Политика элити чи лайăх 20 регион пирки халăха пĕлтернĕ рейтинга (ăна ĕç тăвакан влаç органĕсен ĕçне хакланин кăтартăвĕсемпе йĕркеленĕ) хĕрÿллĕн сÿтсе явать. Аса илтеретпĕр, унта пĕрремĕш вырăнта Тюмень облаçĕ тăрать, иккĕмĕшĕнче — Чăваш Республики. Ун хыççăн — Краснодар крайĕ, Самара облаçĕ, Санкт-Петербург, Тутарстан. Мускав, Мускав облаçĕ — 11-мĕш тата 17-мĕш вырăнсенче. Список вĕçĕнче Ленинград облаçĕ тăрать. Ку кăтартусене иртнĕ эрнере Раççей Правительствин ларăвĕнче пĕлтернĕ.

Ку кăтартусем тĕрĕсех, тесе шутлаççĕ политологсем.

“Чи лайăххисен йышне çут çанталăк ресурсĕсемпе пуян регионсем лекнĕ, — çырать хăйĕн сайтĕнче Раççейри политика коньюнктурин Центрĕн аналитика управленийĕн ертсе пыракан эксперчĕ Оксана Гончаренко. — Чăваш Ен çеç вĕсенчен уйрăм. Ку республикăна экспертсем ялан тенĕ пекех пур экономика вăй-хăвачĕпе тухăçлă усă куракан регионсен йышне кĕртеççĕ, çав вăхăтрах вăл “вăйлă регионсен шутне кĕмест”.

Унăн шухăшĕпе Тутарстан Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Насима Столярова та килĕшет. “Чăваш Ене опытпа пайланма кайсан, эпир чылай япаласене лайăх тесе палăртрăмăр, — каласа парать парламентарий. — Уйрăмах социаллă сферăри ĕç, çавăнпа та эпĕ вĕсен иккĕмĕш вырăнĕ тивĕçлипе илнĕскер тесе шутлатăп”.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика