АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Çук-ха, ватăлмастпăр”

21 ноября 2008 г.

 

Кил-çуртра кăштах кăштăр-татсан, яланхиллех урамри сак çине тухса вырнаçать Матрена Григорьевна Трофимова. Çамрăках мар вăл. Хăй каланă тăрăх, 92 çул çине пуснă. Çавах та тухса çÿрет, пасара кайса килет. Шăм-шака хускатни, паллах, сывлăхшăн усăллă.

Ĕлĕкрех районти çар комиссариачĕ пулнă çурта хирĕç, урам урлă ларать унăн йывăç кил-çурчĕ. Юнашарах — лавкка. Çывăхра вăл пурри те аван. Пенси укçи-тенкине апат-çимĕç валли тăккалать.

Мăшăрне — Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранне, пĕрремĕш ушкăнри инвалида яланах ăш пиллĕн аса илет. Мĕн тăвăн, Максим Трофимович Трофимов 62-рех çĕре кĕчĕ.

Хăй çакнашкал кивĕ çуртра пурăннишĕн кăмăлсăр ватă. Халь, акă, пĕр пÿлĕмлĕ хваттер уйăрса панине пĕлтерчĕ. М. Трофимова сутуçăра, райсовет ĕçтăвкомĕнче ĕçленĕ.

Красноармейскинче пурăнакан ватă хаçат-журнал вулама та юратать. Хальлĕхе вăл “Ял пурнăçĕ”, “Хресчен сасси”, “Кил-çурт, хушма хуçалăх” хаçатсене çырăнса илет.

Максим Трофимовичпа виçĕ хĕр те икĕ ывăл çуратса пăхса çитĕнтернĕ. Мухтанать вĕсемпе, савăнать.

— Çук-ха, ватăлмастпăр, — тет Матрена кинемей, сывпуллашнă май.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика