АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чун туртăмĕпе

21 ноября 2008 г.

 

Çынсен канлĕхне сыхлассипе районти шалти ĕçсен пайĕнче Петр Петров милиционер вун пĕр çул ытла ĕçлет.

Мăн Шетмĕ тăрăхне çаврăнса тухатăн та, кунти ялсенче кашнинчех те пуль, хăйĕн кун-çулне районти шалти ĕçсен пайĕпе çыхăнтарнă çынсене асăрхатăн. Кушарта çуралса ÿснĕ, халь милицин участоксенчи уполномоченăйĕсен уйрăмĕн начальникĕнче вăй хуракан Петр Валерьевич Петров та çав йышранах. Çырă, шăтарасла пăхакан хура-хăмăр куçлă арçын вăл. Кăмăллă. Районти шалти ĕçсен пайĕнче те, ял-йышра та хисеплĕ. Кирек кампа та чуна уçса калаçма хатĕр.

— Петр Валерьевич, кашни çыннăнах ĕçпе пурнăç биографийĕ урăхла. Сирĕншĕн вăл еплерех çырăннă-ши? — тăруках ыйту патăм майора. — Чăрмантаратăп та…

— Калаçма хавас сирĕнпе. Чухлатăр ĕнтĕ… Ĕнер участоксенчи уполномоченнăйсен кунне паллă турăмăр. Халь, пушă вăхăтпа усă курса, кăштах хампа паллаштарам, — сĕтел хушшине вырнаçрĕ аслă участковăй. — Аса илмелли чылай.

Пирĕн хушăра туслă калаçу сыпăнчĕ. Эпĕ вара çав самантсене хут çине çырса пытăм.

П. Петров Мăн Шетмĕри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкултан 1994 çулта вĕренсе тухнă. Ун хыççăн — Вăрмарти автошкул. Салтак пурнăçне вăл Чечен Республикин тĕп хулипе — Грознăйпа — çыхăнтарать. Çакăнта шалти ĕçсен çарĕсен чаçĕнче хĕсметре пулни те, паллах, милици профессийĕ енне туртнă. Кунтах чи çывăх туссемпе курнăçнă, обществăлла йĕркелĕхе сыхлас тĕлĕшпе вĕсенчен вĕреннĕ, хăнăхнă.

— Чечен Республикин çĕрĕ маншăн чăннипех те пурнăç çăл куçĕ пулчĕ. 1997 çулхи хĕлле вара районти шалти ĕçсен пайне ĕçе вырнаçрăм. 1998 çулта Шупашкарти милици шкулĕнче куçăн майпа (очно) пĕлÿ илтĕм. Ун хыççăн тепĕр хут, çанă тавăрсах, ĕçе пикентĕм. Пирĕн ĕç вăл, никамшăн та вăрттăнлăх мар, преступление хирĕç кĕрешесси, — терĕ Петр Валерьевич. — Обществăлла йĕркелĕхе пăснă тĕслĕхĕн кашнин вăрттăнлăхĕ пур.

Ăна 2000 çулта Еншик Чуллăпа Именкасси тăрăхĕсенче участокри уполномоченнăй пулма шаннă. 2003 çулта — участоксенчи уполномоченнăйсен аслă участковăйĕ. 2005 çултанпа — милицин участоксенчи уполномоченăйĕсен уйрăмĕн начальникĕнче.

Кирек кашни ĕçĕн хăйĕн вăрттăнлăхĕ, майĕ. Йĕркелĕх хуралçин профессийĕ пирки те çакна каламалла. Оперативлăх, тăрăшулăх, ĕçе чун-чĕререн парăнни. Хăв мĕн тунине чун-чĕре туртăмĕпе тата ăнланса пурнăçлани… Çынсен шалти туйăмне пур енлĕн хакласа тĕп-тĕрĕссине чун-чĕре патне йышăнни…

Çак паха енсене кун ыйтăвĕнче тытса пырса пурнăçлать те уйрăм начальникĕ. Вĕсем преступленилле ĕçсене уçса палăртас çĕрте пысăк пулăшу параççĕ те.

Пĕр-икĕ тĕслĕх пирки чарăнăпăр. Темиçе çул каялла Алманч, Еншик Чуллă, Шывпуç тăрăхĕсенче виçĕ лавккана çаратнă пулнă. Унпа пĕрлех кÿршĕллĕ Çĕрпÿпе Канаш районĕсенче те — пĕрер. Петр Валерьевич тепĕр çамрăкпа каç пулттипе шырава тухнă. Çул Еншик Чуллă ялне илсе çитернĕ. Вăрăсен йĕрĕ çине хăвăртах ÿкеймен вĕсем.

— Пĕр киле кĕтĕмĕр те пĕр çамрăкăн кĕсйинче темле майпа мăйран çакса çÿремелли ылтăн хĕрес тупăнчĕ. Ку сувенира эпĕ унччен райпо лавккинче асăрханăччĕ. Тĕшмĕрт-рĕмĕр те вăл ăна вăрлани палăрчĕ. Çапла вара лавккасене çаратнă çул çитмен тăватă çамрăка çаклатрăмăр. Ытти япалисене хĕрарăм арчине пытарса хунă пулнă вĕсем. Виçĕ çамрăкĕ — ялтан, пĕри — хуларан, — хăй калассине чуна уçрĕ вăл. — Алманчран икĕ лаша вăрлани те асрах-ха.

Пĕр çул, чăнах та, Алманчра икĕ лаша çĕтнĕ. Вĕсене икĕ çамрăк утланса кайнă пулнă. Йĕр вара Çĕрпÿ районĕн территоринелле çул тытнă. Çакăнта та вăхăтра, оперативлă ĕçлени пулăшнă П. Петрова. Лашасене вăрăсем Çĕрпÿ районĕнчи хатĕрлев кантурĕн складĕнче вăрттăн хупса усранă. Преступление хальхинче каçхине уçса палăртнă.

Кушарти килĕнче Петр Валерьевич утмăл урлă каçнă амăшĕпе — Римма Григорьевнапа тата мăшăрĕпе — Анжеликăпа, тăваттăри Оксанăпа пурăнать.

Çирĕп сывлăх пурне те, малашне те.

Тата сире, Петр Валерьевич, хăвăр уйрăмри участоксенчи уполномоченнăйсене чÿк уйăхĕн 17-мĕшĕнче палăртнă уяв ячĕпе саламлатăп, ырлăх-сывлăх, ăнăçусем сунатăп.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика