АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сентресем тавартан пуян райпо магазинĕнче

21 ноября 2008 г.

 

Райпо пуçлăхĕ А. И. Дмитриева ку тытăмри лайăх ĕçлекен магазин коллективĕсем хушшинче Алманчрине те асăнчĕ, унăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма сĕнчĕ. Ноябрĕн 12-мĕшĕнче ку йĕркесен авторне асăннă тĕллевпе унта пулса курма тÿр килчĕ.

Алманч магазинне кĕрсенех унта курнă пĕрремĕш çынранах лайăх сăмахсем илтрĕм. Ку вăл Галина Васильевна Петрова пулчĕ. Страхлакан агентра 20 çул ытла ĕçлет. Алманчра пурăнать.

— Кунта ĕçлекенсем тĕлĕнмелле тарават, вĕсем пирки ыррине кăна калама пулать, — çапла пулчĕç унăн сăмахĕсем.

Магазин заведующийĕпе Р. Федоровапа калаçатăп.

— Мĕн çамрăкранпах райпо тытăмĕнче ĕçлетĕп. Эп ун чух вун çиччĕреччĕ. 1972 çулта райпори 6 уйăхлăх курса вĕренме кĕтĕм. 3 уйăх вĕренсенех Алманч магазинне сутуçă пулса ĕçлеме ячĕç. Экзаменне ыттисем вĕренсе пĕтерсен вĕсемпе пĕрле тытрăм, свидетельство илтĕм. Магазин çурчĕ кирпĕчрен тунăскер хальхискерехчĕ, ун чух ку çурт районта чи лайăххи шутланнă. Вăл халĕ те япăх мар, çывăх вăхăтрах кунта евроюсав ĕçĕсене ирттерме палăртаççĕ. Пайсупин магазинĕнче — 6, Кивĕ Йĕкĕтринче 7 çул тавар сутрăм. Ытти 23 çулне вара пĕтĕмпех Алманч магазинĕнче ирттертĕм. Икĕ ача ÿстертĕм: ывăл, Саша, Екатеринбургра Раççей çарĕнче контракт йĕркипе службăра, хĕрĕм, Люда, Шупашкарти кооператив институтне пĕтернĕ хыççăн ку хулари Мускав районĕн шалти ĕçсен пайĕнче административлă практика енĕпе ĕçлет, милици лейтенанчĕ. Тепĕр çулталăк çурăран манăн та пенсие тухма вăхăт çитет, — хăйĕн çинчен кĕскен каласа пачĕ Раиса Андреевна.

Эпĕ унран сутуçăн ĕлĕкхипе хальхи ĕçне танлаштарма ыйтрăм.

— Ĕлĕк магазинра ĕçлеме лайăх пулнă, ялта пурне те пĕр магазин таварпа тивĕçтернĕ. Халĕ суту-илÿ точкисем — 4, пирĕн магазинсăр пуçне, почта çыхăну уйрăмĕ, уйрăм çынсен 2 магазинĕ сутă тăваççĕ. Ĕç-хĕл конкуренцире иртет.

Çакăнта калаçăва Римма Матвеевна Аврамова сутуçă та хутшăнчĕ, сăмах май вăл та райпо тытăмĕнче 1972 çултанпа, почтальонкăра ĕçленĕ 6 çула кăларсан, ытти çулсене пĕтĕмпех суту-илÿре ирттернĕ. Нимĕчкасси, Вăрманкас Алманч магазинĕсенче тавар сутнă, ĕçлĕ ĕмĕрĕн ытларах пайне Алманч магазинĕпе çыхăнтарнă. Пенсие тухасси те унăн 3 уйăх кăна юлнă.

— Тăрăшатпăр, çакăн усси пур, çынсем пирĕн магазинран татăлмаççĕ, — сăмах хушрĕ вăл.

Магазин заведующийĕпе сутуçă ку лару-тăрура таварсен ассортименчĕ пысăк, тавар туянакансемпе сăпайлă пулни кайри вырăнта тăманнине палăртрĕç.

Чăн сăмахăн суйи çук. Çакна эпĕ магазинра хамăн куçпа курса ĕнентĕм. Паянхи кун магазин тавартан пуян, йĕри-тавра пăхсан куç-пуç алчăраса каять. Мĕнле тавар кăна çук-ши кунта. Акă, эпĕ сентресемпе паллашма тытăнатăп. Хуçалăх таварĕсем. Вĕсен шутĕнче — хумлă тата тÿрĕ шифер, цинк (оцинковка), цемент, рубероид (паллах, ку таварсене çулла ытларах сутнă), тĕрлĕ пысăкăш пăта, витре, кашăк-чашăк…

— Эпир çынсене ыйтакан пур таварпа та тивĕçтерме тăрăшатпăр. Мĕн ыйтаççĕ, пурте пур, хăш тавар та пулин çук тесе каламастпăр, паян пулмасан тепĕр кун çавах илсе килетпĕр, — хăйсен ĕçĕпе малалла паллаштараççĕ заведующипе сутуçă.

Магазинра пулнă чух эпĕ пĕр уйрăмлăха асăрхарăм. Халĕ кунта ĕçлекенсем хăйсем тавар хыççăн чупмаççĕ, кирлине райпоран каласанах илсе килсе тăраççĕ. Раиса Андреевна райпо пуçлăхне Альбина Ильиничнана ырăпа асăнчĕ.

— Тăрăшуллă, ăслă, пур япалана та курать, — пулчĕç ун пирки унăн сăмахĕсем.

Эпир иртнине малалла аса илетпĕр. Калаçу 1992—1993 çулсенче тавар çитменни çине куçать. Магазинсенче сентресем пуш-пушахчĕ, чылай çĕрте пулă паштечĕсĕр пуçне нимле тавар та туянма май çукчĕ.

— Эпир ун чухне та аптраман, Шупашкар универбазинчен таварсем турттарса килсех тăнă, — аса илет Раиса Андреевна.

Çапла калаçнă хушăрах магазинра шăнкăрав сасси янăраса кайрĕ.

— Чул хулари складран тавар (кондитер изделийĕсем) пуррипе-çуккипе интересленеççĕ, райпо унтисемпе договор тунă та, паян пирĕн кирли пурте пур, вăл шутра конфет-пĕремĕксем те. Ĕнер кăна кăлпасси, сĕткен (сок), çăнăх, пулăсем илсе килнĕ. Паян райпон эпир пухакан сĕте турттарма килнĕ автомашини вара — трикотаж изделийĕсем.

Райпон кондитер цехĕн кукăлĕсем, биточки, хуран кукăлĕсем (пельмени) те ирех çитеççĕ-мĕн магазина. Çакăн пек куллен тăрăш- сан кăна паянхи пурнăçпа тан пыма май пуррине ăнланаççĕ райпон суту-илÿ тытăмĕнче: çÿлти пуçлăхсем те, вырăнти сутуçăсем те.

Хуçалăх таварĕсемпе малалла паллашатăп. Кĕпе-йĕм çумалли порошоксем. 7 тĕрлĕ вĕсем паян магазинра: “Лотос”, “Сарма”,”Ариель”, “Лоск”, “Тайд”, “Аос”, “Дени”. “Лотос” — пачки 16 тенкĕ, “Сарма” —унпа алăпа çума лайăх — пачки — 26, “Ариель” — алăпа та, машинăпа та çума пулать — пачки 48 тенкĕ. Кам хăшне килĕштерет.

Магазинсем хĕле кĕрес умĕн сезонлă таварсемпе пуянлана пуçларĕç. Акă, хысна çăмачĕ, размерĕ пĕчĕк мар пулин те, хакĕ пĕртте “çыртмасть”, пĕр мăшăрне 380 тенкĕпех туянма пулать. Часах хĕрарăмсем валли те пĕчĕкрех размерлисем килмелле.

Мана уйрăмах çăкăр комбиначĕн çĕвĕ цехĕн изделийĕсене сентре çинче курма хавас пулчĕ: трусы, майка, минтер пичĕ, ваткăллă утиял, простынь, утиял тăхăнтартмалли, халат, кĕпе (арçынсен, хĕрарăмсен).

Магазина тепĕр тавар туянакан кĕчĕ. Ĕне çулламалли тăвар ыйтать.

— Юлашкине нумаях пулмасть ку ял çынни туянчĕ, заказ панă, часах магазина килĕ,— хуравларĕ клиента магазин заведующийĕ.

Çавах та килнĕ ку çын та таварсăр каймарĕ, çăраллă, тата ытти таварлă пулчĕ.

Çăкăр комбиначĕн таварĕсемпе малалла паллашатăп. Макаронсем, 5 тĕрлĕ, шур çăнăх — 2-шер килограмлă пачкăсемпе — 43-шер тенкĕ.

Магазинра кашни тăваткал метрпа пĕлсе усă курни палăрать. Иртнĕ çул, акă, хушма кĕленче витрина лартнă, шалта тĕрлĕ супăньсем, шăл тасатмалли порошоксем тата ытти те.

Пылак шывсем, 1,5 литрне 16 тенкĕпех туянма пулать, 7 тĕрлĕ, минераллă шывсем (боржомская, ессентуки, волжанка тата ыттисем) — 6 тĕрлĕ, тип çу — 6 тĕрлĕ, пулă, кăлпасси темиçе тĕрлĕ, тăвар пачкăлли — 8 тенкĕ, виçсе памалли — 1 килограмĕ 7 тенкĕ. Яшка концентрачĕ, чейĕ, тушенки, сигаречĕ. Каллех Красноармейскинчи çăкăр комбиначĕн таварĕсем: шушкă — 3 тĕрлĕ, пĕремĕк — 4 тĕрлĕ, ку предприяти таварĕсене эрнере 3 кун — тунти кун, юн кун, эрне кун турттарса килеççĕ.

Кĕтесре вырăн тупнă, пĕремĕк евĕрлĕ, хут тĕплĕ кекса, 1 килограмĕ 70 тенкĕ, эпĕ ыйтнипе 1 кексне Раиса Андреевна ятарласа виçсе хакне шутласа кăтартрĕ, хаклах та мар иккен, пĕри 4 тенке çеç ларать, хам та тин çеç кÿрсе килнĕ пулăпа, арбузпа, 1 килограмĕ 9 тенкĕ çеçчĕ, туянмасăр чăтаймарăм.

Таварсене пĕлсе хурса тухнине пĕр пĕчĕк тĕслĕх те аван çирĕплетет. Акă, çĕнĕрен лартнă кĕленче витринăпа юнашар сĕтел, ăна пĕр-пĕр выставкăри пек хитре клеенкăпа витнĕ. Çав сĕтел çинчех икĕ тĕрлĕ капăр клеенка хăйсем патне илĕртеççĕ, пире туянăр тенĕнех туйăнаççĕ.

Сутлăх капăр картинăсем (парне вырăнне туянма аван), “Трак ен”, Кипечĕн “Ыранхи кун сăнарĕ”, К. Ф. Шачкинăн “Чиркÿллĕ Именкасси шкулĕ” кĕнекесем пур. Раиса Андреевна хăй çырăннă “Ял пурнăçĕ” хаçатăн номерĕсене те кунта тытать, вăл вĕсене сутлăх хурса парсан та япăх мар пулассине пĕлтерчĕ, “Анчах хамăр ял çынни магазина программа патне килчĕ, райхаçатра пичетленнĕ программăна пăхса кайрĕ”, — терĕ заведующи.

Чăннипех, ĕçлеме условисем лайăх магазинта — холодильниксем кăна — 4. Магазин çурчĕ хĕллехи тапхăрта газпа ăшăнать, ăна кунта 1996 çултах кĕртнĕ.

Юлашкинчен магазин тавар çаврăнăш планĕсене епле тултарса пынипе интереслентĕм.

— Çуллахи уйăхсенче пире 300—350-шар пин тенкĕ тавар сутма план панă, кĕрхи тапхăрта уйăхри план — 250 пин тенкĕ. Пур уйăхра та плана тултарнă, — терĕ Раиса Андреевна.

Ĕçне кура хисепĕ. Магазинри сĕнÿсен кĕнекинче ырласа çырнисем кăна. Раиса Андреевнана ĕçри çитĕнÿсемшĕн “Раççей Федерацийĕн потребкооперацийĕн отличникĕ” ята панă. Ун ятне сăн ÿкерчĕкпе “Красноармейский район. Люди и судьбы” кĕнекене те кĕртнĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика