АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял хуçалăх ыйтăвĕсене сÿтсе явнă

21 ноября 2008 г.

 

Ноябрĕн 12-мĕшĕнче Мускав облаçĕнчи Дмитров районĕнче РФ Президенчĕ Д. А. Медведев Раççейри аграри юхăмĕн Тĕп Канашĕн членĕсемпе тĕл пулнă.

Малтанах Дмитрий Анатольевич Ставрополь крайĕнчи Труновски районĕнчи Ворошилов ячĕллĕ ЯХПК председательне Виктор Иванович Свиридова ĕçри пысăк кăтартусемшĕн тата выльăх-чĕрлĕх фермине вут-кăвартан сыхланă чух паттăрлăх кăтартнăшăн Раççей Федерацийĕн Геройĕн медалĕпе наградăланă. Унтан Президент, ял хуçалăхне аталантармалли патшалăх программине пурнăçа кĕртес ĕçе кÿлĕнсе 2008 çулта тунă çитĕнÿсене палăртнă. Юлашки 15 çул хушшинче кăçал пуçласа 100 млн ытла тонна тĕш тырă пухса кĕртнĕ тата ытти те. Кун хыççăн Д. Медведев ял хуçалăхне аталантарассипе çыхăннă ыйтусене татса парас тĕлĕшпе йышăннă мерăсем çинче чарăнса тăнă, Раççей ял хуçалăх банкне ятарлă ставкăпа 25 млрд тенкĕлĕх кредит уйăрса панă, Росагролизингăн устав капиталне тепĕр 4 млрд тенкĕ чухлĕ пысăклатнă тата ытти те.

Аграрисен сезонлă тăкакĕсене субсидилессине анлăлатма йышăннă. Çавăн пекех РФ Президенчĕ патшалăх ял хуçалăх продукцине сутăн илессине ансатлатас тĕллев лартать. Кунпа пĕрлех ялсен инфратытăмне аталантарас енĕпе малалла ĕçлесси пирки асилтернĕ.

Унтан тĕл пулура РФ ял хуçалăх министрĕ Алексей Гордеев тухса калаçнă. Вăл Дмитрий Анатольевича Раççейри Аграри юхăмĕн активĕпе тĕл пулса калаçма вăхăт тупнăшăн тав тунă тата ял хуçалăх отраслĕнчи лару-тăрупа паллаштарнă. Ял хуçалăх продукчĕсем туса илессин индексĕ 106,5 процентпа танлашать, е вăл малтан палăртнинчен 2,7 процент пысăкрах. Выльăх-чĕрлĕх продукцине туса илесси — 4, ÿсен-тăранăн 9 процент ÿснĕ, тенĕ. Ÿсен-тăран отраслĕнчи çитĕнÿсем лайăх çанталăк условийĕсемпе çеç мар, ресурссене перекетлемелли хальхи технологисене ĕçе кĕртнипе, 30 процент çĕр çинче вĕсемпе усă кураççĕ, акмалли лаптăксене 2 млн га ÿстернипе, усă курман 1 млн ытла га çĕрсене ĕçе кĕртнипе пулнине палăртнă.

Алексей Гордеев çитес пилĕк çуллăхра патшалăх программинче выльăх-чĕрлĕх отраслĕ те малта пулнине пĕлтернĕ. Выльăх-чĕрлĕхпе кайăк-кĕшĕке аш-какая ăсатасси 7,5 процент ÿснĕ. Уйрăмах кайăк-кĕшĕк туса илесси — 16,5, сысна ашĕпе 8 процент ытла ÿснĕ. Сĕт туса илессине 1,5 процент пысăклатнă, анчах вăл малтан палăртнинчен пĕчĕкрех кăтарту. Çавăнпа та Ял хуçалăх министерствин 2009 çулта ку енĕпе ытларах ĕçлемелли пирки каланă.

Ял хуçалăхне аталантарас çĕрте тĕп капитала хывнă инвестицисем пысăк вырăн йышăннă. АПКна кăçалхи 9 уйăхра пĕлтĕрхи çав вăхăтринчен 20 млрд тенкĕ ытларах е пĕтĕмпе 324 млрд тенкĕ хывнă.

Кăçал ял хуçалăхĕнче ĕç укçи 38 процент ( Ç2100 тенкĕ) ÿснĕ, е унăн уйăхри вăтам виçи 7200 тенкĕпе танлашнă, анчах та ку хисеп çĕр-шыври вăтам кăтартуран 2 хут пĕчĕкрех.

Çĕр-шыв ертÿçисем Патшалăх программин бюджетне кăçал 60 млрд тенкĕне яхăн пысăклатнă. Çак йышăнăва вăхăтра тунă, тесе палăртнă Алексей Гордеев. Ку укçа минераллă удобрени, сысна тата кайăк-кĕшĕк валли комбикорм, дизель топливи илсе тăккаланине тавăрма, “Раççей ял хуçалăх банкĕн” устав капиталне ÿстерме кайнă. Кунсăр пуçне асăннă банкăн кредитлă ресурсĕсен дефицитне пĕтерме субординаци кредичĕ 25 млрд тенкĕ янă.

Тĕнчери финанс кризисĕ пирĕн çĕр-шыв экономикине те пырса тиврĕ, тенĕ Алексей Гордеев. Хальхи вăхăтра Правительство Ял хуçалăх министерствине тĕнчери пысăк кризис çĕр-шыври ял хуçалăхне кÿрекен тÿнтер енсене компенсацилемелли план туса хатĕрлеме хушни тата Патшалăх программине пĕр сăмахсăрах пурнăçламалли çинчен каланă. Çитес çулта пирĕн аш-какай тата сĕт паракан выльăхсемпе çине тăрса ĕçлеме тивет.

2008 çул вĕçлениччен апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕн Доктринине туса хатĕрлесе йышăнмалла. Çакă пире социаллă пурнăçпа экономика политикине пурнăçлама йĕркеллĕ никĕс туса хума май парĕ, тенĕ.

Çитĕнÿсем çинчен каланă май, Алексей Гордеев юлашки вăхăтра кредит илес, ял хуçалăх продукцине вырнаçтарас çĕрти йывăрлăхсем (ку вара лайăх тухăç чухне уйрăмах çивĕч тухса тăрать) пуррине, хаксене тĕрĕс тата ял хуçалăх продукчĕсем туса илессине тупăшлă тумаллине, ялсен социаллă ыйтăвĕсене татса парассине масштаблăрах та анлăрах татса пама кирлине палăртнă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика