АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мĕншĕн хуйхăратăн, савнă ялăм?

21 ноября 2008 г.

 

I. Тăван ялтан хакли çук

Кашни çыншăнах çуралса ÿснĕ тăван ялтан хакли çуках. Симĕс курăк пусса илнĕ урамсемпе çара уран чупни, тарăннăн курăнакан çырмасенче пуçласа килти мунчара авса тунă йĕлтĕрпе ярăнни, юнашарти вăрман парнелекен уçă та сиплĕ сывлăш, салтака е инçе çула ăсатнă ял хапхи, тус-юлташпа каçсерен пĕренесем çинче шăкăл-шăкăл калаçни, палланă ытти вырăнсем, юлашкинчен, паллах, тăван кил, хăв кирек ăçта пулсан та, асăмран тухмаççĕ. Чунра йывăр чухне те вĕсем, юратнă атте-анне, шăллăм-йăмăк, тăвансем аса килеççĕ. Тăван ял хăй патне чĕнет. Хăй ывăлне килсе курма тилмĕрсех йыхравлать. Çавăнпах пушă вăхăт тупăнсанах çуралнă ялăма — Еншик Чуллă ял тăрăхне кĕрекен Аслă Чуллăна — васкатăп. Çумăр витререн тăкнă евĕр çăвать-и е шухă çил алхасать, хĕртсе хĕвел пăхать-и е çил-тăман куç курми çавăрттарать — пурпĕрех хăвăртрах унта çитсе ÿкме çине тăратăп. Кунта пурте хаклă маншăн. Аттене чире пула 14 çул каяллах çухатрăмăр ĕнтĕ. Çапах анне — сакăр теçеткенелле çывхаракан маттур та ĕçчен чăваш хĕрарăмĕ — пире куллен кĕтсех тăни, ун енчен килекен тăвансем хапăл туса йышăнни, кÿршĕсемпе сăмахласа киленни хавхалантарсах тăрать. 20 çулалла çывхарса пыракан, эпир пырсан çеç сăнчăртан вĕçертекен “Волчок” ятлă ватă йыттăмăр та сас парса кĕтсе илет мар-и-ха тата, хăйне шăмă парасса кĕтсе хÿрине, ав, еплерех вĕлтĕртеттерет.

II. “Çур ял хура çуртра пурăнатчĕ”

Ялтан район центрне куçнăранпа 30 çул çывхарса пырать. Çак тапхăрта улшăнусем сахал мар пулчĕç. Кукаç — анне ашшĕ — калани аса килет. “Çур ял хура çуртра пурăнатчĕ. Чус хăма витнисем çав тери сахалччĕ. Сĕвек ту патĕнче çăл пулнă. Кари старик, Кантăр вăрри Мĕкĕти, Мăн Якуш, Ярмулла та хăйсен килĕнче çăлсем чавтарнă. Ялта пĕве пулман: çывăхра Тапăр пĕви çеç пулнă, ун шывĕпе выльăхсене шăварнă”, каласа паратчĕ вăл. Василий Яковлевич (кукаçа хисеплесе ялта çапла чĕнетчĕç) аса илĕвĕсене çырнă тетраде паянчченех типтерлĕ упратăп.

III. Ырă сăмах вырăн тупрĕ

Юлашки 5—6 çулта вара ырри самаях вырăн тупрĕ ялта. Мăн асаттесемпе асаннесене чĕртсе тăратсан, мĕн тейĕччĕç-ши вĕсем пирки? Акă, нумаях пулмасть яла çут çанталăк газĕ çитрĕ. Çуртсене унпа хутса ăшăтма тытăнчĕç. Анне те газ кăмакине пилĕкне кăшт сивĕ çапма тытăнсанах чĕртсе ярать. Чăн-чăн ырлăх мар-и? Хăй çав вăхăтрах Н. В. Федоров Президентăмăра, район пуçлăхне С. А. Николаева, вырăнти ертÿçĕсене, газ кĕртессипе вăй хунă мĕн пур хастара тав тума та манмасть. Чăваш Ен Президенчĕн сăнĕ — килте хисеплĕ вырăнта. Тата урампа шыв пăрăхĕ иртет. Колонкисем те çума-çумăн тенĕ пекех вырнаçса тухнă. Витресем тăрă та сиплĕ шывпа хăвăртах тулаççĕ. Колонкăсенче шыв пур чухне Йÿç çырминче чавнă çăла никамах та утасшăн мар. Ял урамĕпе вак чул сарнă çул иртет. Унта ытти çулсенче, йĕпе-сапара, хăватлă тракторсемпе те аран кĕрсе тухнă вĕт. Халĕ çăмăл автомашинăсем кил умĕнчен çĕмрен пек вăшт та вăшт! ирте-ирте каяççĕ. Тăван кил хапхи патне те урари пушмака пылчăк лектермесĕрех çитетĕн.

IV. Паллă çынсемпе пуян

Тăван ял паллă çынсемпе те пуян. Акă, пирĕнпе юнашар çуртри Л. А. Абрамов халăха çутта кăларас тĕлĕшпе нумай çул вăй хурса Ленин орденне тивĕçнĕ. Пĕчĕккисене ялан пан улмипе хăналатчĕ Лука Абрамович, мăшăрĕ те юрататчĕ пире. Т. Т. Ефремова — пирĕн пĕрремĕш учительница — 11 ача çуратса ÿстернĕ. Л. А. Голубева, ав, Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ. В. К. Степанов — медицина службин полковникĕ, Екатеринбургра службăра тăрать. А. Д. Данилов хăмлаçă Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хут-шăннă, Ленинграда хÿтĕленĕ, аманнă, мирлĕ ĕçшĕн “Хисеп палли” ордена тивĕçнĕ. В. Д. Дмитриев Чăваш АССР Аслă Канашĕн депутачĕ пулнă. Паллă çынсен списокне татах та татах тăсма пулать. Вăрăм вăл çав тери.

V. Ачалăх аса килет

Эпир ача чухне “Прогресс” колхоз ячĕ таврара кĕрлесе çеç тăратчĕ. Çыннисем те маттур пулнă. Пиншер гектар тырă акса тунă вĕсем, 160—170 гектар çĕр улми лартса çитĕнтернĕ, 10 гектар ытла хăмла ÿстернĕ, фермăсенчи витесем выльăх-чĕрлĕхпе тулнă. Лаша кÿлсе улăм турттарни, Мăн Çавал шывĕпе улăхри купăста калчисене шăварни, йĕтем çинче тырă тасатса кĕлетсене кĕртни паян та асăмрах-ха. Атте ун чухне бригадир çумĕнче ĕçлетчĕ те, уйра вăй хуракансен ят-хушаматне ятарлă тетраде çырса хума ăна вăхăт самаях кирлĕччĕ, списокĕ те вăрăм пулса тухатчĕ. Эпир шкула кайиччен уй-хирти пĕтĕм тырă кĕлетсене кĕретчĕ, улăм урасене хывăнатчĕ. Уроксем хыççăн хăмла татма, унтан çĕр улми кăларма васканă. Пур ĕçе те алă вăйĕпе тунă. Атте-аннерен ÿксе юлас темен, ял çыннисем умĕнче те наянланса куçран ÿкес темен. Пĕр тĕслĕх аса килет. Мăшăрпа тата ачасемпе канмалли кунсенче яла пыраттăмăр та атте-аннене “паян кинсем килнĕ, вырсарни кун майĕпе мунча хутса кĕрер-ха”, тетчĕ. Çав кун хăй ĕçрен юлнăшăн кулянатчĕ те, паллах.

VI. Ялти çитменлĕхсем

Хăшĕ-пĕри (ялта вĕсене питĕ лайăх пĕлеççĕ) хĕтĕртнипе пысăк колхоз темиçе пĕчĕк пая пайланчĕ. Юхăннăçем юхăнса пычĕç вара вĕсем. Тырри-пуллине те, “иккĕмĕш çăкăрне” те вăхăтра алла илми пулчĕç. Хăмла, “симĕс ылтăн” тенĕскер, куçран вара пачах çухалчĕ. Фермăсем те юхăнчĕç.

Ку çеç те мар. Чи хăрушши — вак хуçалăхсен малашлăхне шанма пăрахса, пĕчĕк ĕç укçине те уйăхран уйăха кĕтсе илеймесĕр çынсем хуçалăх ĕçне хутшăнма пăрахрĕç. Пĕр вăхăт комбайнерсене те, выльăх пăхакансемпе йĕтем çинче ĕçлекенсене те ют çĕртен илсе килме тытăнчĕç. Ял çынни вара çак тапхăрта ĕçкĕпе иртĕхме тытăнчĕ. Вăй питтисем кăна мар, “амăш сĕчĕ типсе” ĕлкĕрейменнисем те иленчĕç “симĕс çĕлене”, кунне-çĕрне пĕлмесĕрех лĕрккерĕç. Вĕсене вара тăван хуçалăхпа ял шăпи интереслентерме те пăрахрĕ. Эрех-сăрана пула юлашки 5—6 çулта çеç миçе çамрăк çĕре кĕмерĕ-ши? Шутлама алăри пÿрнесем çитмеççĕ. Ялтан инçех мар вырнаçнă çăва манăн куç умĕнчех икĕ хут ÿссе пысăкланчĕ. Нумаях пулмасть-ха ун валли тата çĕнĕ лаптăк уйăрса сăвапларĕç. Ваттисем (ял пуçлакансем) çаксене курсан мĕн тейĕччĕç-ши?

Ял илемĕ пирки чарăнса тăрас килет. Çырмасемпе урамсем куç умĕнчех çÿп-çаппа тулаççĕ. Хамăра хисеплеми пултăмăр мар-и капла? Урампа иртнĕ май, ĕнер кам мĕнпе апатланнине пĕлме пулать-çке. Пĕтĕм ăпăр-тапăра çырмасене йăтатпăр. Çут çанталăк хăйĕнчен кулнине асăрхамасть тетĕр-и? Пĕвесем те юшкăнпа тулаççĕ. Вĕсене хăçан тасатнине те маннă. 30—40 çул каялла шывран пуян пĕвесенче ылтăн карассем вылянă, вăлта йăтнă пулăçсене хăйсем патне йыхравланă пулсан, халĕ кунĕпе ларса та пĕр пĕчĕк пулă та тытаймăн.

VII. Ял çĕнелессе шанатăп

Çук, ял пурнăçне хурлас шухăш тытман-ха эпĕ. Амăшĕ те, ачи хура пулсан та, хамăнах, тет-çке. Ял çĕнелсе, вăй илессе питех те шанатăп. Çут çанталăк газĕ, ĕçмелли таса шыв, яка та паха çул, хăтлă та капăр çуртсем шанăçа татах та пысăклатаççĕ. Пуласлăх вара çамрăксенче. Урампа сумка çакнă шкул ачисем утса иртмессерен вĕсемшĕн савăнатăп. Малашлăх шăпах вĕсенче вĕт-ха. Тăван ял хăйне юхăнтаракансене каçармасса та пĕлетĕп. Çакăншăн чи малтан вĕсем айăплă вĕт.

Çапах та Турă пулăшнипе тăван ял урамĕсем кĕçех çамрăксен хавас вăйăри сассипе туласса, вĕсем уй-хирпе фермăсенче тар юхтарса вăй хума пуçăнасса тем пекех кĕтетĕп, ĕненетĕп, шанатăп. Çав вăхăт хăвăртрах çиттĕрччĕ, тăван ялăм та хуйхăрма пăрах-тăрччĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика