АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паллă шашиста чысласа

18 ноября 2008 г.

 

Трак чăваш-нимĕç гимназийĕнче шашкăлла выляса командăсем хушшинче мала тухассишĕн турнир иртнĕ. Ăна ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ, районти пултаруллă шашист М. И. Ильин 81 çул тултарнине халалланă.

М. И. Ильин Кушкăра çуралса ÿснĕ. Красноармейскинчи вăтам шкулта (халĕ Трак гимназийĕ) ачасене историпе физкультурăна юратма вĕрентнĕ. Унăн вĕренекенĕсенчен хăшĕ-пĕрисем спортра пысăк çитĕнÿсем тунă. Сăмахран, В. И. Иванов (Яманак) районта çăмăл атлетика енĕпе чи малтан спорт мастерĕн ятне тивĕçнĕ. А. Н. Павлов та çăмăл атлетикăпа (Кайри Карăк), В. Ю. Иванова велосипед спорчĕ енĕпе, В. В. Никитин ирĕклĕ майпа кĕрешессипе (Красноармейски) спорт мастерĕсем пулса тăнă. Унăн вĕренекенĕсем шашкăлла выляса республикăри шкул ачисем хушшинче 13 хутчен çĕнтернĕ. Вăл хăй те республикăри вăйлă шашистсенчен пĕри пулнă: икĕ хут республикăра, тепре Раççейри ялти спортсменсем хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăннă, шашкăлла выляс енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕн нормине пурнăçланă.

Ун ячĕпе кăçал районта ирттернĕ шашка турнирĕнче çивĕч кĕрешÿ пынă. Чи нумай очко пухса, ку хутĕнче куçса çÿрекен кубока Шупашкар районĕн команди тивĕçнĕ. Иккĕмĕш вырăнта — патăрьелсем, виççĕмĕшĕнче — Красноармейскинчи Каршовсен çемйи.

Çĕнтерÿçĕсене медальсемпе тата асăнмалăх призсемпе чысланă. Еленăпа Саша Ананьевсене турнирăн чи çамрăк шашисчĕсем тесе йышăннă. Вĕсене, 6 тата 5 çулхискерсене, дипломсемпе чысланă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика