АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тротуарсем те çĕнелеççĕ

18 ноября 2008 г.

 

Район, райцентр çулран çул улшăнса-çĕнелсе пыраççĕ. Унта та кунта çĕнĕ керменсем çĕкленеççĕ, çулсем хываççĕ. Кăçал, сăмахран, ЧР Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн, мĕн пур ялсене хытă сийлĕ çулсемпе çыхăнтарассине вĕçлемелле. Тÿрех каламалла, ку тĕлĕшпе Трак енре пысăк ĕç калăпăшĕ пурнăçларĕç, уйрăмах тулли мар яваплă “Воддорстрой” пĕрлешÿ. Асăннă коллектив ĕçченĕсем тăрăшнипе пирĕн районти 10—12 ял çыннисем “çутта” тухрĕç, пылчăк çăрма пăрахрĕç. Анчахрах кунти Олег Елисеев мастер ертсе пыракан ушкăн Красноармейскинчи Ленин урамĕнчи тротуарсене, 900 метра яхăн, асфальт сарчĕ. Асфальтне Евгений Владимиров водитель 25 тонна тиекен сканер автомашинăпа турттарса тăчĕ. Хытă сийне сарма çул-йĕр ĕçченĕсене Валерий Иванов тракторист май пур таран пулăшрĕ, тротуар патне 695 SUPER тракторпа асфальт илсе пырса парса тăчĕ. Пĕр сăмахпа каласан, çапла туни асфальт хывакансен ĕçне чылай çăмăллатрĕ, унăн тухăç-лăхĕ те ÿсрĕ.

— Кăçал çанталăкĕ ĕçлеме пачĕ. Ноябрьте тротуар саратпăр тесе шухăшлама та пултарайман. Чÿк уйăхĕн варрине çитрĕмĕр, паян эпир Красноармейскинче тротуарсене асфальтлатпăр. Ытти çулсенче ку вăхăтра хĕрсех юр хырнă, — тет Олег Владимирович. — Район администрацийĕ умĕнчи лапамри тротуара йĕркене кĕртетпĕр те асфальт сармалли сезон кăçал вĕçленет…

Çапла, çул-йĕр тăвакансене ЧР Президенчĕн программине пурнăçлама пулăшас тенĕнех тăрать çанталăкĕ. Ку, паллах, лайăх..

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика