АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хурт-хăмăра ăнăçлă хĕл каçарар

18 ноября 2008 г.

 

Лайăх хĕл каçнă хуртсем çуркунне сывă пулаççĕ, чылай çăвăр ÿстерсе, хăвăрт вăйланса каяççĕ. Кун пек хурт йышĕсем çу кунĕсенче пыл нумай пуçтараççĕ. Япăх хĕл каçнă хуртсем вара час-часах чирлеççĕ, кирлĕ пек аталанаймаççĕ. Çавна пулах пыл сахал тăваççĕ е пачах та пуçтараймаççĕ. Хуртсене мĕнле хĕл каçнине хĕл тăршшĕпех тĕрĕслесе сăнаса тăмалла, лайăх хĕлкаçарма тăрăшмалла. Нумай çул хушши ирттернĕ тĕрлĕрен сăнавсем çакна кăтартса параççĕ: хуртсем ăнăçлă хĕл каçасси апат хисепĕпе унăн тутлăлăхĕнчен чылай килет. Вăтамран кашни стандартлă вăйлă йышлă çемье пуçне хĕл каçарма 25 килограмм таранах пыл хăвармалла.

Апатпа пĕрлех хуртсене ăçта тата мĕнле хĕл каçарни те пысăк вырăн йышăнать. Ку тĕлĕшпе хурт-хăмăр ăстисем хушшинче пĕр пĕтĕмĕшле шухăш çук.

Пĕрисем вĕллесене тулта юр айĕнче тытнине ырлаççĕ, теприсем вара хĕл каçарма ятарласа çуртсем тума сĕнеççĕ.

Пирĕн республикăри ял хуçалăх предприятийĕсенчи утарсенче хурт-хăмăр çемйисен 80 проценчĕ вĕлле лартмалли çуртсенче (омшаник) хĕл каçать. Ыттисем вара юр айĕнче хĕл ирттереççĕ. Сăнавсем кăтартнă тăрăх, юр айĕнче хĕл каçакан кашни йыш вĕлле лартмалли çуртрисемпе танлаштарсан, 4—5 килограмм ытларах пыл çисе пĕтерет, час-часах нозематоз, аскофероз тата ытти чирсемпе аптрать. Хĕл вĕçĕнче çавăн пек вĕллесенче нÿрлĕхпе тасамарлăх ÿсет. Ку вăл тулти сывлăш температури пĕрешкел марринчен килет. Температура хăвăрт улшăнни хуртсемшĕн питĕ сиенлĕ. Шартлама сивĕ кунсенче хуртсене нумай ăшă кирлĕ. Ăшă тума вара хуртсен пыл ытларах çиме тивет. Çавăн пек чухне хĕл апачĕ 2—3 хут нумайрах тăккаланать.

Хуртсем ăнăçлă хĕл каçасси йыш вăйĕнчен те нумай килет. Вăйсăр, 5—6 рамкăллă вĕллесенчи хуртсем вăйлисемпе танлаштарсан (9— 10 рамака), апат 20— 30 процент ытларах пĕтереççĕ. 4—5 рамакăллă вĕллесенчи хуртсем пыл уйрăмах нумай çиеççĕ. Çакăн пек йышсене хĕл каçас умĕн пĕр-пĕринпе пĕрлештермелле е фанерпа пÿлсе (перегородка) икшер çемье ямалла. Кун пек тусан, начар йышлă çемьесем те пĕр-пĕрне хĕл тăршшĕпех ăшăтса ларса, йĕркеллех хĕл каçса малалла аталанса каяççĕ.

Ноябрĕн 21-мĕшĕнче 10 сехетре Красноармейскинчи тĕслĕх библиотекăра хурт-хăмăр ыйтăвĕпе районсем хушшинчи наукăпа практика конференцийĕ пулать. Районти хурт-хăмăр ĕçне юратакансене палăртнă вăхăтра унта пуçтарăнма чĕнетпĕр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика