АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пулăшу ыйтать Валентина Андреевна

18 ноября 2008 г.

 

Иртнĕ ĕмĕрĕн тĕрлĕ çулĕсенче халăх ĕçлес тесех ĕçленĕ. Çынсенчен нумайăшĕ хăйсен сывлăхне, вăй-халне шеллемен. Вĕсенчен пĕрин пирки пулĕ те ман сăмахăм.

1969 çултанпа пĕлетĕп ăна. Ун чух эпĕ Трак чукун çул станцийĕнче бригадирта ĕçлеттĕм. Хĕл кунĕсемпе çуркуннесенче путеецсене пулăшма: пакгаузри чукун çула юртан тасатма, юр хĕвсе лартасран чарма лартнă щитсене пуçтарса хума, тата ытти тĕрлĕ ĕç тума, шыв-шурпа кĕрешме Пĕчĕк Супартан çынсем чылайăн тухатчĕç. Вĕсен хисепĕ хăш чух 20-рен те иртетчĕ. В. Александровапа Г. Матюхина, В. Викторова вара пĕр кун та сиктерместчĕç. Вăл çулсенче Трак станцине куллен çĕр кăмрăкĕ, вутă-шанкă, строительство материалĕсем темиçешер вакун анатчĕç. Вĕсене пушатма пĕчĕксупарсемпе супарсем нумайăн çÿренĕ. Вĕсен хушшинче çÿлерех асăннă çынсене тăтăшах курма пулатчĕ. Çав хушăрах колхоз ĕçĕсенчен те юлман вĕт, хăçан канма ĕлкĕрнĕ тулĕк вĕсем? Халĕ шухăшлатăн та тĕлĕнетĕн. Иртнĕ ĕмĕр çыннисем чăннипех маттур пулнă, пурăнас тесех тăрăшнă, куллен укçа ĕçлесе илессишĕн хыпса çуннă. Чипер ларса апатне те çиеймен пулĕ хăшĕ-пĕрисем.

Ун чух чунне парса ĕçленисем паян вара нишлĕ пурăнаççĕ, вĕсен пенси укçи пĕчĕк пулнипе çыхăннă ĕнтĕ ку, паллах. Акă, тĕслĕхрен, çÿлерех асăннă Валентина Александрованах илер. Пĕтĕм ĕмĕрне тăван “Прогресс” хуçалăхра вăй хурса ирттернĕ вăл. Ытларах рядовой колхозникра тăрăшнă, 1958 çултан пуçласа 2003 çулчченех.

Хальхинче эпир унпа октябрĕн 1-мĕшĕнче — Ватă çынсен Пĕтĕм тĕнчери кунĕнче — Еншик Чуллă ял тăрăхĕн пуçлăхĕн ĕç пÿлĕмĕнче тĕл пултăмăр. Сăнран чылай улшăннă ĕнтĕ Валентина Андреевна. Питре пĕркеленчĕксем те вырăн тупнă. Тивĕçлĕ хут çырма пулăшу ыйтма килнĕ вăл кунта. Çур çул каялла В. Александрова мăшăрне, Чăваш АССР тава тивĕçлĕ механизаторне, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орден кавалерне Виталий Софронович Софронова çухатнă-мĕн.

— Хамăра шеллеме пĕлмерĕмĕр çав. Колхозра мĕн вăй çитнĕ таран тăрăшнă. Виталий тракторист пулнă, пĕр кун та ĕçсĕр ларман темелле. Ăçта хушнă, çавăнта кайнă, турткалашса тăман, — пăшăрханчăклăн пуçларĕ хăй сăмахне Валентина Андреевна. — Халĕ, авă, пÿрчĕ тайăлса кайрĕ. Никам та ăна тытса юсакан çук. Хамăн вăй та çитмест, çитменнине пенси укçи те пĕчĕк — 2600 тенкĕ ытларах çеç. Хăй вăхăтĕнче ун никĕсне начартарах янă. Чулне Виталий колхоз валли пайтах турттарнă. Кил валли те илсе пыма пултарнă, паллах, анчах уншăн колхоз ĕçĕ маларах тăнă. Малтан инфаркт, унтан инсульт пулчĕ те… пĕтрĕ пирĕн çын, мĕн тăвăн… Çав тери пысăк çухату…

Çаплах. Ку хыпар маншăн уяр çанталăкри аслати евĕрех пулчĕ. Çавăн пек ырă кăмăллă çынсене çухататпăр. Валентина Андреевнана паян мĕнле те пулин пулăшу пама май пулĕ-ши?

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика