АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раççей шайĕнчи çитĕнÿ

18 ноября 2008 г.

 

Мускав облаçĕнчи Орехово-Зуево хулинче 13—14 çулхи хĕр ачасем хушшинче Раççейре ирĕклĕ майпа кĕрешсе мала тухассишĕн ăмăрту иртнĕ. Унта Раççейри 31 регион команди вăй виçнĕ, пирĕн республикăн пĕрлештернĕ команди иккĕмĕш вырăн йышăннă. Пĕрремĕш вырăнта — Мускав, виççĕмĕшĕнче Мускав облаçĕн кĕрешÿçисем.

Чăваш Ен командине çитĕнÿ тума пирĕн районти кĕрешÿçĕсем те пулăшнă. Сăмахран, Красноармейскинчи Оксана Дуйсембаева (вăл хальхи вăхăтра Шупашкарти Олимп резервĕсем хатĕрлекен училищĕре ăсталăха туптать — А. Л.) 37 килограмм таякан атлетсем хушшинче çĕнтернĕ. Кĕçĕн Шетмĕри Зинаида Петрова (32 кг) иккĕмĕш вырăн йышăннă. Финалта вăл Мускав облаçĕнчи вăйлăрах кĕрешÿçĕне выляса янă.

Вĕсем иккĕшĕ те ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕн В. Н. Григорьевăн вĕренекенĕсем. Владимир Николаевичпа асăннă кĕрешÿçĕсене çитĕнÿпе саламлатпăр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика