АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр лаптăкĕсене мĕнле пăрахăçламалла?

18 ноября 2008 г.

 

Граждансем тĕрлĕ тĕллевпе хăйсене ĕмĕрлĕх хуçа пулма е ялан усă курма харпăрлăха панă çĕр лаптăкĕсене мĕнле пăрахмалли пирки тăтăшах ыйтаççĕ. Ку ĕç çинчен паян сире Куçман обăектсен кадастрĕн Федераллă агентствин Чăваш Республикинчи Управленийĕн ертÿçин çумĕ Д. В. ТРУШКИН ăнлантарма килĕшрĕ.

Халиччен çĕр лаптăкĕн правине пăрахма йывăр пулнă. Анчах та 2008 çулхи июлĕн 22-мĕшĕнче “Раççей Федерацийĕн çĕр хутшăнăвĕсене лайăхлатассипе çыхăннă уйрăм саккун акчĕсене улшăнусем кĕртесси çинчен” федераллă саккун йышăннă. Вăл кăçалхи октябрĕн 23-мĕшĕнче вăя кĕчĕ. Ку саккун РФ Çĕр кодексĕн 53-мĕш статйине, “Куçман пурлăх тата унпа ĕç тумалли правана патшалăх регистрацилесси çинчен” федераллă саккуна улшăнусем кĕртнĕ, çавна пула çĕр лаптăкĕн харпăрлăх правине пăрахас ĕç чылай улшăннă. Çÿлте илсе кăтартнă Кодекспа тата Саккунпа килĕшÿллĕн, çĕр лаптăкĕн харпăрлăх правине пăрахма октябрĕн 23-мĕшĕ хыççăн заявленипе куçман пурлăх тата унпа ĕç тумалли правана регистрицилекен органа заявлени çырса памалла. Унпа пĕрле вырăнти хăй тытăмлăх органĕ çĕр лаптăкĕ памалла тунă йышăнăва тата çĕр лаптăкĕн кадастр паспортне, гражданин кам пулнине ĕнентерекен документ копине тăратмалла. Çĕр лаптăкĕн правине малтан патшалăх регистрацийĕ тăвакан органра регистрациленĕ пулсан, вырăнти хăй тытăмлăх органĕ çĕр лаптăкĕ памалла тунă йышăнăва тата çĕр лаптăкĕн кадастр паспортне пĕрле хума кирлĕ мар. Патшалăх регистрацийĕ тăвакан орган çĕр лаптăкĕн харпăрлăх правине пăрахни çинчен патшалăх регистрацийĕ йышăну тунă хыççăн 5 кунран пĕлтерĕве вырăнти хăй тытăмлăх органне тата çĕр лаптăкне йышăнман çынна ярса парать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика