АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уй-хир ăсти-чемпион

18 ноября 2008 г.

 

"Янмурзино" хуçалăхри З. В. Тимофеева кăçал "2008 çулхи уй-хир ăсти-чемпион" ята тивĕçрĕ. Ку ахальтен мар. Хуçалăх гектар пуçне вăтамран 32,3 центнер тĕш тырă пухса кĕртрĕ. Чемпионăн хĕрлĕ хăйăвне ăна ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленность ĕçченĕсен кунне халалланă районти уявра, октябрĕн 31-мĕшĕнче, район пуçлăхĕ С. Николаев çакса ячĕ. "Янмурзино" ял хуçалăх производство кооперативĕн председателĕ Э. Петров вара З. Тимофеевана хастар ĕçшĕн укçан преми пачĕ. Савăнăçлă лару хыççăн пирĕн корреспондент Зинаида Васильевнапа курса калаçнă.

— Зинаида Васильевна, Сире “2008 çулхи уй-хир ăсти-чемпион” ята çĕнсе илнĕ ятпа саламлатăп, çĕнĕ çитĕнÿсем тума ырлăх-сывлăх сунатăп.

— Тавтапуç.

— Сирĕншĕн паян ĕмĕр асра юлмалли пысăк событи пулса иртрĕ темелле. Зинаида Васильевна, унччен кун пек ята хăçан та пулин тивĕçнĕ-и Эсир?

— Çук, кун пекки халиччен пулманччĕ. Паян вара савăнăçăн чикки те çук. Чăннипех хĕпĕртерĕм, халĕ те хама юмахри пекех туятăп çав. Эпĕ 1991 çулта Ленин ячĕллĕ хуçалăхра ĕçлеме пуçланă. Унтан 2002 çулта “Янмурзинона” куçрăм. Специальноçпа эпĕ агроном. Вăрнарти совхоз-техникумран вĕренсе тухнă. 2006 çулта мана агронома лартрĕç.

— Зинаида Васильевна, ял хуçалăх культурисен тухăçĕ кăçал çавăн пек пысăк пулнин сăлтавĕ мĕнре-ши?

— Пĕрремĕшĕнчен, пусă çаврăнăшне çирĕп пăхăнса ĕçлесе пыратпăр, çуртрисене çĕртме сухи тунă лаптăксем çине акса хăварнă. Вăрлăхсене минераллă удобренисемпе пĕрле варăнтарнă. Ÿсен-тăрансене ÿсме пулăшакан препаратсемпе усă курнă тата ытти те. Çавна пула “эльф” урпа гектартан вăтамран — 37, “ирень” тулă 26 центнер тухăç парнелерĕç. Вĕсенчен пĕрремĕшĕ — 180, иккĕмĕшĕ 170 гектар лаптăк йышăннă.

Çĕр улми, тĕпрен илсен, виçĕ сорт — “розара”, “скарлет” тата “удача” — лартса çитĕнтернĕ. Çĕр улми гектартан вăтамран 335-шер центнер туса илтĕмĕр. Тухăç пысăкки чи малтанах “иккĕмĕш çăкăра” çĕнĕ технологипе усă курса лартса çитĕнтернинче. Агромероприятисене — хысаксем тăвассине, ретсем хушшине кăпкалатассине, колорадо нăррисемпе кĕрешессине — вăхăтра тата пахалăхлă туса ирттерчĕ ку культурăпа ĕçленĕ Олег Васильев механизатор.

— Унсăр пуçне урăх камсене лайăх енчен палăртма пулать-ха, Зинаида Васильевна?

— Юрий Гавриловпа Владимир Клементьева, Анатолий Никитина тата ыттисене. Вĕсем кĕрхи çĕртмере те лайăх ĕçлерĕç.

— Зинаида Васильевна, усă курман çĕрсене хуçалăхра ĕçе кĕртессипе еплерех ĕçлесе пыратăр-ха тата килес çулхи тĕллевсем çинче кăшт чарăнса тăмăр-ши?

— Пирĕн хуçалăхăн усă курман çĕрсем çук. Кÿршĕсенне çуркуннепе 200 гектар пусă çаврăнăшне кĕртрĕмĕр. Кăçал кĕркуннепе нумай сухаларăмăр. “Восток” хуçалăхăнне, тĕслĕхрен.

Çитес çул чипер пулсан, çуртрисемпе çĕр улми лаптăкĕсене кăшт ÿстерес тетпĕр. Техники çителĕклĕ, механизатор кадрĕсем тивĕçеççĕ, мĕн акса-лартса çитĕнтернине чиперех алла илме вăй çитмелле.

— Калаçушăн тавтапуç Сире, Зинаида Васильевна. Ĕмĕт-тĕллевсене пурнăçа кĕртсе пыма çирĕп сывлăх, иксĕлми пысăк вăй-хал, телей тата ăнăçу сунатăп.

— Тавтапуç — ырă сăмахсемшĕн.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика