АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аякри çывăх тăвансем

18 ноября 2008 г.

 

Каяс теменччĕ инçе çĕрсене,

Курас килет — унта аппа пур.

(Чăваш халăх юрринчен).

Кăлтăртик! Кăлтăртик! — сас парса Çĕпĕрелле шăвать поезд. Мускав — Барнаул маршрутпа куçатпăр эпир. Чÿречесенчен вăрмансемпе уй-хирсем, çырма-çатрасем, ялсем курăнса вăшт! кăна пытанса юлаççĕ. Икĕ талăка яхăн ĕнтĕ çапла. Вакун “сăпкинче” эпир виççĕн: Çĕнĕ Выççăлккăри тус-тантăшăм З. Григорьева (Иванова) тата пĕрле ÿснĕ тепĕр тус-тантăшăм Федорова (Коршикова) шăкăл-шăкăл калаçса, чÿречесенчен кĕрхи илĕртÿллĕ сăн-сăпата сăнаса пыратпăр. Епле мăнаçлă, пуян-çке хăй патне кăчăк туртса вăй-хăват хушакан кĕрхи сăн-сăпат.

Людмила Александровна Егорова (Коршикова) ăш пиллĕн аякри, инçе çула тухма чĕннине хирĕçлеймерĕмĕр, хаваспах сĕнĕве йышăнтăмăр эпир. Çĕпĕр тăрăхĕнчи Барнаул хулине кайсан çемье çавăрнă вăл. Мăшăрĕпе пĕр ывăл та икĕ хĕр çуратса çитĕнтернĕ.

600 киллĕ 40 урамлă Ключи ялĕнче тĕпленсе пурăнать татуллă çемье. Ключи сăмаха вырăсла-чăвашла словарь çинче ăнлантарса çырнине вулатăн та палкаса тăракан çăл куçсем тесе пĕлтернине чухлатăн.

Ку тăрăхра Чăваш енри пек килĕренех “сенкер çулăм” йăлкăшмасть-ха. Тен, çавăнпах та пуль, çÿллĕ, темиçе хутлă çуртсем лартмаççĕ. Пĕренесенчен пураласа çĕклеççĕ. Çурт-йĕре тул енчен илемлетсе те капăрлатса çапса тухасси йăлана кĕмен. Хăть килсем умĕнче çăмăл автомашинăсем лараççĕ пулсан та… Урамсем сарлака, утмăл утасран та ытла пуль… Çулсем асфальтлă. Лавккасем йышлă ялта. Шутласа пăхсан, 100-тен те ытла иртет.

50 çул ытла курнăçманччĕ эпир Люсьăпа. Епле тарават, чун уççиллĕ хĕрарăм вăл. Кил-çуртра та тасалăхпа тирпейлĕх хуçаланни куç умĕнчех. Кăмака пысăках мар, икĕ шăтăклă хурçă плиталлă “голландка” ларать. Çурт пăрăхсемпе ăшăнать. Пÿлĕмпе пÿлĕм хушшине 10 см х 1,5 м пысăкăш тепĕр “кăмака” — бак вырнаçтарни (ăшĕнче вĕри шыв куçать) пÿрте сивĕтмест. Çĕр кăмрăкĕпе çунать кăмака. Ял çыннисене кăмрăкпа тивĕçтерессипе топсбыт ĕçлет. Ăна туянма çăмăлах мар, паллах. Пирĕн кил хуçи те çĕр кăмрăкĕ турттарса килессишĕн икĕ кун чупса çÿрерĕ. Сăлтавĕсем тĕрлĕрен-мĕн. Е çĕр кăмрăкĕпе тивĕçтерекенсем патĕнче йĕрке çукрах е ăна илсе килмешкĕн автотранспорта çийĕнчех тупма йывăртарах. Çакă ватăсен е пĕр-пĕччен пурăнакансен тиевне татах йывăрлатать çав.

Ключи ялĕнчен 10—15 çухрăмра хыр вăрманĕ пур. Тап-таса, пĕр турат-тĕрет те асăрхаймăн унта. Çавах та вăрмантан вутă-шанкăпа е ахаль тухатăн-и,çийĕнчех тĕрĕслесе тăраççĕ. Чăнах та, кăмпасенчен пуян Çĕпĕр вăрманĕсем. Ешĕл кăмпа (“зеленушка”), çул кăмпи (“дорожки”) тата тем тĕрли те пур, ан ÿркен, пуçтар кăна. Çанталăк сивĕпе самаях пăркăчлать Çĕпĕрте. Çĕрле температура 10 градус сивве çитет. Сивĕпе кăмпасем те шăкăрах шăнса ларнă, çĕçĕ касмасть.

Юпа уйăхĕн 24-мĕшĕ… Эрне кун. Çанталăк ирпе-ирех лăпкă. Çил çук таврара. Хĕвелĕ те, ав, хăйĕн йăлтăркка пайăркисене хĕрхенмесĕрех сапать. Унта та кунта улатакка, кăсăя, çерçи тата ула куракпа чакак курăнкалаççĕ. Вăрманти çăмламас тус — пакша пире асăрхасанах туххăмрах йывăç тăрринелле вирхĕнчĕ.

Ку тăрăхра çĕр-аннемĕр хура тĕслĕ мар, тĕксĕм кăвак та хăйăрлă. Пахча çимĕç йăранĕсене аяларах вырнаçтарни куç умĕнчех. Мĕншĕн тесен çакна асăннă тăрăхра час-часах çумăрсем çуманнипе ăнлантарма пăхрĕç. Йăрансем аялта пулнипе нÿрĕке сыхласа хăварма пулать-мĕн. Уй-хирсенче хăяр, купăста, помидор, кишĕр, баклажан, фасоль, хĕвел çаврăнăш акса-лартса çитĕнтерни куç умĕнчех. Хăмăлĕсене куртăмăр.

Вырăнти хаçат “Степной маяк” ятлă. Ключевски районĕнче мĕн пурĕ 20 пин çын пурăнать. Ĕлĕкрех ку тăрăхра 11 хуçалăх шутланнă. Халь 3 хуçалăх тытăнса тăрать. Кооперативсем, фермерсемпе арендаторсем пур. Çĕр лаптăкĕшĕн, юрăхлишĕн “çапăçу” пырать. Кĕлетсемпе сарайсем тырăпа тулнă. Ключинчи элеватор талăкра 500 тонна çăнăх авăртать. Çавăнпах та пуль ферма тытаççĕ. Австри çĕр-шывĕнчен туяннă ĕнесем усраççĕ.

Районта пĕтĕмпе — 14 шкул. Ключи ялĕнче тăватă вăтам шкултан 2-шĕ тăрса юлнă.

Çĕпĕр халăхĕ кăмăллă. Çынна хăть хăçан та пулăшма хатĕр. Вокзалсенче тирпейлĕ те таса. Хаксем йÿнех мар пулин те, çынсем çула тухма хатĕр. Поездсен шучĕ сахалланине каларĕç-ха.

Курса çÿрени ылтăнран та паха иккен. Тарăн йĕр хăварать вăл. Аса илÿсем йăпатаççĕ, чуна хавхалантараççĕ. Хусан, Сарапул, Красноуфимск, Екатеринбург, Омск, Тюмень хулисем, Урал тăвĕсем, Камăпа Иртыш, Ишим, Атăл юхан шывĕсем асран тухмаççĕ халĕ те. Çул тăршшĕпех “шурă пикесем” — хурăнсем чуна тыткăнларĕç. Чăрăшсемпе хырсем те сахал мар тĕл пулчĕç.

Çитес çулхи пуш уйăхĕнче те тус-тантăшăм хăнана чĕнчĕ. Тепре çула тухма та хатĕр. Сывлăх пулсан, тухăпăр çула.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика