АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çыхăну уйрăмĕнчен çын татăлмасть

18 ноября 2008 г.

 

Красноармейскинчи çыхăну уйрăмĕн алăкĕсем ирпе сакăр сехетре уçăлаççĕ. Канмалли кун — вырсарни кун. Ĕç кунĕ шăмат кунсăр пуçне каçхине сакăр сехетчен тăсăлать. Ĕçлĕ кунсенче çын яланах йышлă. Пĕри, акă, тивĕçлĕ канăва тухни, пенси укçи илме васкать. Тепри кĕсье телефонĕпе калаçмашкăн укçа хывасшăн. Виççĕмĕшĕ çĕнĕ сăрă çапакан хаçат-журнала вуласшăн. Тата ытти те.

— Эпир çынсене вунă ытла çăмăллăхпа тивĕçтеретпĕр. Кăмăллă юлччăр вĕсем тетпĕр. Çапах та пирĕн йышăн тĕллевĕсенчен йывăртараххи те хакли халăха хаçат-журнал çырăнтарассипе çыхăннă, — тет çыхăну уйрăмĕн начальникĕ Вера Пантелеймоновна Егорова. — Хамăр почтальонкăсене çырăнтарăр-ха хăть кашни киле тетпĕр.

Пысăках мар йышра çичĕ почтальонка ĕçлет. Унччен улттă пулнă. Коллектива анчахрах Зинаида Петровна Васильева хушăннă. Вăл вутлансемпе малтикарăксене хаçат-журнал валеçет тата ытти çăмăллăхсем парать.

—Почтальонка ĕçĕ çăмăлах мар, паллах. Хуллен-хуллен хăнăхса пыратăп вĕт, — хăй шухăшне пытармасть Зинаида Петровна. — Хальлĕхе район хаçатне 13 экземпляр сартăм-ха.

Асăннă çыхăну уйрăмĕнче ĕç стажĕпе илсен, чи нумайрах вăй хураканнисем — Лариса Вячеславовна Николаева тата Светлана Сергеевна Маркова. Вĕсемпе иккĕшĕнпе те калаçрăм, вĕсен шухăш-кăмăлне чĕре патне илтĕм.

Иккĕшĕ те çак ĕçре — 23-шер çул. Хĕрарăмсен тăрăшулăхĕпе хастарлăхĕ куç умĕнчех. Лариса Николаевна Красноармейскинчи “Çĕнтерĕве 30 çул” тата Механизаторсен урамĕсенчи хваттерсемпе çуртсенче пурăнакансене çăмăллăх парать. “Ял пурнăçне” халь хĕрĕхе яхăн экземпляр валеçет. Паянхи ĕçе ырана хăварни пулман унăн. Çынсенчен намăс.

— Çитес çулхи пĕрремĕш çур çулшăн хаçат-журнал сарас ĕçе активлă хутшăнатăп эпĕ. Темшĕн-çке çамрăксем вуласшăн мар, — тет Л. Николаева. — Ваттисем вилсех пыраççĕ.

— Почтальонкăсем чун-чĕре ыратăвĕсемсĕр мар. Ваттисен йышĕ чакни, чăнах та, пире те кулянтарать. Ĕç укçи те пирĕн савăнтармасть, — калаçăва хутшăнчĕ С. Маркова. — Çынсене хавхалантарни çукрах.

Красноармейскинчи Ленин тата Г. Степанов ячĕллĕ урамсенчи çуртсемпе хваттерсенчи çынсене Алевтина Александровна Александровапа Ольга Сергеевна Гаврилова почтальонкăсене çирĕплетсе панă. Ку ĕçре иккĕшĕ те — çĕнĕ çынсем. А. Александрова çав вăхăтрах Липовка ялĕпе юнашар çĕкленнĕ микрорайонта пурăнакансене почта çăмăллăхĕсем парассишĕн яваплă.

Янкас тăрăхĕнчи Янкас, Хĕлеç, Чаканар, Çĕньял Упи, Кивĕ Йĕкĕт ялĕсенче Татьяна Спиридоновапа Людмила Михайлова почтальонкăсем ĕçлеççĕ.

Унчченхи çырăнтару тапхăрĕнчи пекех, районти почта çыхăну уйрăмĕсемпе почтальонсем хушшинче “Ял пурнăçне” нумайрах та нумайрах сарассипе редакци конкурс йĕркелени пирки паллă. Халь шутлă кунсенче çав тупăшăва кашни çыхăну уйрăмĕ, почтальонка хастар хутшăнасса шанас килет.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика