АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пулас пенси пирки паян шухăшламалла

18 ноября 2008 г.

 

Кăçалхи ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче федерацин "Ĕç пенсийĕ пухăнса пыракан пайĕн страхованин хушма взносĕ тата пенси укçи-тенкине йĕркелеме патшалăх пулăшасси çинчен" 56-мĕш саккунне йышăннă. Унпа килĕшÿллĕн граждансен пулас пенси виçине ÿстермелли майсем нумайланаççĕ. Саккун пĕлтерĕшĕ пысăк: ĕç пенсийĕн пухăнса пыракан пайĕ валли гражданин та, патшалăх та страхованин хушма взносне пĕр пек виçепе хывать. Паянхи кăларăмра çĕнĕ йĕркепе РФ Пенси фончĕн Красноармейскинчи управленийĕн ертÿçи А. В. Петрова паллаштарать.

— Хăй ирĕкĕпе укçа куçармалли программăна кам хутшăнма пултарать? Çĕнĕлĕх мĕнле майпа пурнăçа кĕрет тата пенси çумне мĕн чухлĕ хушăнать?

— Асăннă программăна Раççейĕн пенси страхованийĕн обязательнăй тытăмĕнче страхланă гражданин, енчен те вăл ĕçлет пулсан, хăш ÿсĕмрине пăхмасăр, хутшăнма пултарать. Кун пирки унăн çирĕплетнĕ йĕркепе заявление ĕçпе тивĕçтерекене е Пенси фончĕн хăй пурăнакан вырăнти территори органне пырса памалла, е алă пуснине нотариуса çирĕплеттерсе РФ Пенси фончĕн органне почтăпа çитермелле. Территори органĕ заявлени çитнĕ хыççăн вунă кун иртиччен ăна илни, пăхса тухни тата хушма страхованин программине кĕртнĕ дата çинчен гражданина пĕлтерет.

Страхованин хушма взносĕн виçине кашни çын хăй тĕллĕн палăртать. Саккун тăрăх çулталăкри чи пĕчĕк тÿлев 2000 тенкĕрен кая мар пулмалла. Кун пек чух патшалăх та çав эквивалентпах хывать, анчах та çулталăкра 12 пин тенкĕрен мала мар.

Тивĕçлĕ канăва кайма вăхăт çитнĕ пулин те пенсие тухма васкаман çынсемшĕн-ĕçлекенсемшĕн татах та меллĕ условисем палăртнă: вĕсем тÿленĕ кашни пĕр пин тенкĕ взнос çумне патшалăх тепĕр тăватă пин тенкĕ хывать. Унăн пулăшăвĕ çулталăкра 48 пин тенкĕпе чикĕленет.

Хушма взноса ĕç вырăнĕнче шалуран (предприяти бухгалтерине заявлени çырмалла ) е кредит организацийĕ урлă хывмалла. Хăй тĕллĕн куçарсан РФ Пенси фончĕн территори органне кварталсерен тÿлев докуменчĕн копийĕсене пырса памалла.

Саккун тăрăх, страхланă çыннăн страхованин хушма взносне ĕç параканăн хăй шутĕнчен куçарма та юрать. Кун пек чух унăн тÿлевĕ çумне патшалăх хушса памасть.

— Ĕç пенсийĕн пухăнса пыракан пайне страхованин хушма взносĕ хывакансене налук çăмăллăхĕ параççĕ-и?

— Пенси валли çулталăкра 12 пин тенкĕ таран хывакан укçа уйрăм çын тупăшне налук хунă чух социаллă çăмăллăх шутне кĕрет. Ĕç параканăн пĕрлехи социаллă налукне взнос валли хывнă суммăн виçи чухлĕ чакараççĕ (анчах та çулталăкра 12 пин тенкĕрен мала мар). Ку суммăсене тупăша налук хунă чух тĕпе хуракан тăкак шутне кĕртеççĕ.

Кăçалхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче граждансем страхованин хушма взносне тÿлемелли право хутшăнăвне кĕчĕç. Взноса çитес çулхи кăрлач уйăхĕнче тÿлеме тытăнмалла.

Патшалăх пулăшăвĕ вăхăтпа чикĕленет, страхланă çын взнос тÿлеме çитес çултан пуçлать, 10 çул тăсăлать вăл. Саккун тăрăх, гражданин взнос суммине улăштарма, хушма тÿлеве пăрахăçлама е çĕнĕрен йĕркелесе яма пултарать. Çапла тăвас тесен тивĕçлĕ заявлени пани те çителĕклĕ.

Страхованин тÿленĕ хушма взносĕ, патшалăх пулăшăвĕ страхланă çыннăн харпăр хăй лицевой счечĕ çинче çырăнса юлать. Вĕсене ĕç пенсийĕн пухăнса пыракан пайĕн обязательнăй тÿлевĕ пекех инвестицилеççĕ. Пулас пенси укçине инвестицилеме тата тупăш илме хăш управляющи компание е патшалăхăн шутланман пенси фондне шанса парасси пирки гражданинăн хăйĕн тăрăшмалла.

Страхланă çын пенси йĕркеличчен вилсен обязательнăй пенси страхованийĕн тытăмĕнчи пекех хушма взнос укçи-тенки те еткере куçать.

Çапла вара асăннă саккун çынсене пулас пенси виçине пысăклатма хавхалантармалла тата пенсипе тивĕçтермелли пĕтĕмĕшле шая ÿстермелле.

— Страхованин хушма тупăшĕн эффективлăхĕ еплерех пулĕ? Ĕç пенсийĕн пухăнса пыракан пайĕн ÿсĕмне мĕнле шутламалла?

— Пенсин хушма страхованийĕпе çыхăннă иккĕленÿсенчен пĕри — гражданин хăйĕн шалăвĕнчен взнос тÿлесе тăни тата унăн эквивалентне — ĕç пенсийĕн пухăнса пыракан пайне малашне кăна тивĕçме пултарни.

Ирĕклĕ страховани эффективлăхне тĕслĕхпе çирĕплететпĕр. Ĕçлекен çын асăннă программăна 10 çул хутшăнса уйăхсерен 1-ер пин тÿленĕ тĕк патшалăх пулăшăвĕ çулталăкра 12 пин тенкĕпе танлашать. Çапла вара 10 çулта пĕтĕм сумма 240 пине çитет. Кунта, паллах, инвестици кăтартăвне кĕртмен. Суммăна пенси тÿлеме çирĕплетнĕ тапхăр çине — 228 уйăха пайласан, пенси çумне пурнăç тăршшĕпе 1052 тенкĕ хушса тÿлемелле пулнине тупса палăртатпăр.

Унсăр пуçне пенсин пухăнса пыракан пайĕн страхованийĕн хушма взносĕ хывакан граждансен тупăшран илекен налукне шутланă чух çулталăкра 12 пин тенкĕ таран социаллă çăмăллăх параççĕ, урăхла каласан, налук шучĕпе 1560 тенкĕ каялла таврăнать.

10 çулта 104400 (120000—15600 ) тенкĕ тÿленĕ çыннăн лицевой счетĕнче инвестицирен илнĕ тупăшсăр пуçне пенси валли 240000 тенкĕ пухăнать. Вăл хывнă укçа-тенкĕ тупăшлăхĕ çулталăкра 130 процента çитет. Çын тÿленĕ хушма взносăн сумми (налукран катнине кăларса ) пенси памалла тунă хыççăн 9 уйăхран е 8 çул та 3 уйăхра саплашăнать. (104400х228:240000 ).

Граждансем страхованин хушма взносне тÿлени, патшалăх пулăшăвĕн сумми çумне ĕç паракан хăйĕн шучĕпе хывнă взноса, тĕслĕхрен, уйăхра 1000-шер тенкĕ куçарнине шута илсен, 10 çулта уйăхри пенси çумне пурнăç тăршшĕпе 1580 тенкĕ таран хушăнма пултарать.

Сăмах май, ĕç пенсийĕн пухăнса пыракан пайне страхованин хушма взносĕ тÿлес тесе, çынсем управленине килме пуçларĕç. Асăннă саккун кăçалхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче вăя кĕчĕ пулсан, хальлĕхе 60 çын заявлени çырса пачĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика