АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Алăка уç, такам килнĕ”

14 ноября 2008 г.

 

Йытăсем ăслă тенине пĕрре çеç мар илтнĕ. Çакна манăн юлташ тата тепĕр тĕслĕхпе çирĕплетрĕ. Акă, мĕн каласа пачĕ вăл.

Хĕл кунĕсенчен пĕринче пулнăччĕ ку. Пĕррехинче ĕç хыççăн хунеме карчăксен ялне кайрăм. Вĕсем патне çитнĕ çĕре кунĕ каç енне сулăннăччĕ ĕнтĕ. Шашулкăна пусса вырăсла хапха алăкне уçма тăтăм, анчах вăл уçăлмарĕ — шал енчен тĕкĕленĕ иккен. Сас-чĕве илтсе, кил хушшинче йытă сасă пачĕ. Электрошăнкăрав кнопкине икĕ-виçĕ хутчен пусса илтĕм. Анчах пÿртрен хирĕç тухакан пулмарĕ.

— Бобик, уç-ха, уç, ма уçмастăн, — тетĕп алăк патĕнче кускалакан йытта.

“Эпĕ уçма пĕлместĕп çав” тенĕн вăл йынăшкаларĕ те темиçе хутчен вĕрсе илчĕ.

— Килте кам та пулин пур-и, — “тĕпчеме” пикентĕм йытта, — пур пулсан, эп килни çинчен пĕлтер...

Бобик темиçе хутчен хыт-тăн вĕрсе илчĕ. Анчах кăлăхах, пÿртрен никам та тухмарĕ. Эпĕ ыйтнипе хайхи йытă тата темиçе хутчен хыттăн вĕрсе илчĕ те таçта кайса çухалчĕ. Унччен те пулмарĕ, пÿрт леш енче йытă хыттăн вĕрни илтĕнчĕ. Пилĕк-ултă хутчен вĕрсен, верандăра ура сассисем пулчĕç, кĕç алăкран тахăшĕ тухрĕ.

— Алăкра çын пур-иç, — илтĕнчĕ сасă. Ку ман мăшăрăн аппăшĕ пулчĕ. — Бобик кантăкран ахальтен мар пырса вĕрчĕ, “унта такам килнĕ, тухса уç” тенĕнех пулчĕ-çке ку. Ăслă йытă эсĕ, Бобик, тесе анчăка мухтаса, алăкри тĕкĕне пырса илчĕ.

— Эпĕ темиçе хут та шăн-кăравларăм, пÿртре сас пул-марĕ-им. Электрошăнкăравĕ çунса кайман пулĕ те?— инте-реслентĕм эпĕ.

— Апла мар, паян иртенпех çутă çук, çавăнпа ĕçлемен вăл, — сăлтавне уçса пачĕ Рая аппа.

— Çапла вара йытă пулăшнипе часах киле лекрĕм, вăл пулман пулсан темччен тулта хытăркаса тăма е юр тăрăх ашса кĕме лекетчĕ-ха?

— Йытти пирĕн чăннипех ăслăччĕ. Пăхма та хăй хитреччĕ. Ара, ăна лайăх тăранта-ратчĕç та-ха. Сысна вырăнĕн-чех пулнă вăл. Çавăнпа çуталса кăна тăратчĕ. Пасарта-темре çынсем ун çине ăмсанса пăхкалатчĕç.

Бобик яланах пире автобус чарăнăвне тухса ăсатса яратчĕ. Транспорт çине лартса ямасăр унтан пăрахса каймастчĕ. Шел, пĕррехинче пачах çĕтрĕ вăл. Пĕр кун, эрне, уйăх кĕтрĕмĕр. Кĕтсе илеймерĕмĕр, ку хутĕнче пуçĕпех çухалчĕ, тытса шашлăк турĕç-ши, пĕлеймерĕмĕр. Эрне, уйăх киле таврăнманни унччен унăн пĕрре кăна мар пулнăччĕ. Анчах, сăнчăртан-мĕнрен вĕçерĕнсе, вăл кашнинчех киле таврăнатчĕ. Урисем вара ку чухне ялан суранлăччĕ. Шел, хальхинче эпир Бобика кĕтсе илеймерĕмĕр, тĕп турĕç пулас ăна, пăшăрханчăк туйăмпа вĕçлерĕ хăй сăмахне юлташăм.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика