АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ылтăн кĕркунне

14 ноября 2008 г.

 

Ылтăн кĕркунне те иртрĕ. Сарă-хĕрлĕ çулçăсемпе савăнтарса хăварчĕ вăл

Çут çанталăк хăй мĕн тунине пĕлет. Халь улăх-çаран, вăрман, уй вăтанчăклăн тум- тирне хыврĕç пулин те, тĕксĕм тĕсне “хĕр е арăмсен кунĕсемпе" сар хĕвелĕн шевлипе ылмаштарчĕç. Икĕ эрне тенĕ пекех тытăнса тăчĕç кĕр пуçламăшĕнчи ăшă кунсем (“бабье лето”). Кĕçех пирĕшти пек шур тумлă хĕл килсе çитĕ. Пурте юрататпăр юр пĕрчине, уйрăмах, пирвайхине. Ача-пăчасемшĕн чăн-чăн юмахах ĕнтĕ хĕл. Вылĕç-кулĕç, савăнса çунат сарĕç ачасем хĕл ыррипе. Йĕлтĕр, тăрмала, çунашка хатĕрех, унсăр епле-ха.

Хамăрăн та пуç усса ларма кирлĕ мар. Илеме — чун апатне тупма пĕлмелле. Киленсе, тĕлĕнсе мĕн курнипе, мĕн пулса иртнипе, пулассине кĕтнипе.

Кайăксем ăшă енне вĕçсе кайрĕç ĕнтĕ. Çут тĕнче çапах та тăлăха хăвармасть этемлĕхе. Юлакан кайăксем те пур-çке. Кăсăясем, асамлă кĕпе-тумтирлĕскерсем, чÿречесен хушăкĕсенче пытаннă хурт-кăпшанкăсене, шăнасене канлĕх памасăр сăхаççĕ. Хĕлле, сивĕ кунсенче вара чăнласах шаккаççĕ кантăкран — апат ыйтаççĕ. Çăкăр тĕпренчĕкĕсене сапса парсан питех те аванччĕ. Çынна киленÿ, савăнăç парнелеççĕ вĕсем, кайăксем.

Ирхине, акă, куçа уçрăм кăна, куратăп: урам тепĕр енчи çурт çумĕнче ÿснĕ пысăк çĕмĕрте, хурăна е пилеше кайăк кĕтĕвĕ сырса илнĕ. Кăвакарчăнран кăшт çеç пĕчĕкрех, илемĕпе палăрсах кайман, тĕксĕмрех кайăксем “чăр-чăр-чăр” сас туса лараççĕ. Пилеш кайăкĕсем (рябинники) кусем. Пĕчченлĕхе савмаççĕ, ялан ушкăнра вĕсем. Сăнасарах пăхсан, пăр-р-р! çеç вĕçсе, пĕр самантрах тÿпене те хуплаççĕ тейĕн. Çерçисем сад-пахчасенчен таврăнман-ха, апат хальлĕхе унта туп-туллиех. Чанасем те кĕтĕве пуçтарăнман (хăрушлăх çук-ха), “çывăрса” юлнă кураксем хăйне май тунсăхлаççĕ.

Вăрман та шăплăхра ларать. Шухă çил вĕрсен çеç нăйăк-найăк хирĕнсе сас парать. Кăмпаçăсен урисем айĕнче хăрăк турат шăтăрт-шатăрт туса хуçăлни илтĕнет. Кăмпа кăçал тухăçлă пулчĕ. Карти-картипе тухса илемĕпе те, пурлăхĕпе те тĕлĕнтерчĕ. Кил-çуртра халь, шанăç парса, çĕклет кăмăла. Выçсах вилмĕпĕр кăмпа пулсан, пахча çимĕç пур чухне. Урамалла тинкернипех чуна савăнтарма май пур. Çур пурнăç урамра иртет-çке. Асăрхама кăна пĕлмелле. Урам нихăçан та пĕр пек тăмасть. Ялан вăл улшăнуллă.

Тунсăх ан пÿлтĕрччĕ çула. Чун-чĕрешĕн вăл чир вырăннех шутланать. Турă пире ăс ахальтен паман. Хамăра хамăр чун вылявне парнелеме пĕлни лайăх. Кун пек çын сывлăхлă тата телейлĕ. Ĕмĕрĕ те унăн вăрăмрах пулĕ теççĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика