АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тухăç савăнтарать

14 ноября 2008 г.

 

Çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртсе пыни ял хуçалăх культурисен тухăçне ÿстерме май парать. Ĕçре çĕнĕ йышши хăватлă техникăпа усă курни ĕç тухăçлăхне ÿстерме пулăшать.

Кĕр мăнтăрĕпе пирĕн ĕçченсен кăмăлĕ çĕкленÿллĕ. Ара, сăлтавĕ те пур. Мĕн акса-лартса çитĕнтернине пурне те алла илнĕ. Тырă — кĕлетсенче, çĕр улми — хранилищĕсенче. Кăçалхи тухăç савăнтарать. Гектартан тĕш тырă вăтамран — 26,9, çĕр улми — 275,5 центнер пухса кĕртрĕмĕр. Куншăн, паллах, сахал мар тар юхтарма тиврĕ. Çурхи уй-хир ĕçĕсене вăхăтра туса хăвартăмăр, кĕр калчисене апатлантартăмăр. Çуртрисен вăрлăхĕсене имçамласа тата минераллă удобренисемпе пĕрле варăнтарнă. Çĕр улми вăрлăхне те. Минераллă удобренисемпе туллин усă курни, вĕсене 3 миллион тенкĕлĕх туяннă, ÿсен-тăрансене çитĕнме пулăшакан стимуляторсем пани, гербицид сапнă чух карбамидпа апатлантарни çĕр улмипе тĕш тырă тухăçне самай хăпартма пулăшрĕç.

Вырмара Федор Яковлев комбайнер — 18688, Александр Петров 17990 центнер тĕш тырă çапса илчĕç. Вĕсенчен пĕрремĕшĕ районта “Вырма-2008” чемпионĕ” ята тивĕçрĕ. Валерий Владимиров, "уй-хир карапĕ"-йĕтем” маршрутпа 1260 тонна тырă турттарса, районти водительсен ăмăртăвĕнче мала тухрĕ. Юрий Клементьевăн кăтартăвĕ те япăх мар — 900 тоннăна яхăн.

Çĕр улми кăлармалли комбайнсене Олег Черновпа Сергей Семенов трактористсем тухăçлă ĕçлеттерчĕç, пĕтĕмпе 150 гектар çинчи “иккĕмĕш çăкăра” кăларса пухрĕç. Чăн та, вырма вĕçленсен çак ĕçе А. Петровпа Ф. Яковлев механизаторсем те кÿлĕнчĕç. Çĕр улми пуçтарнă çĕрте пире Алманчпа Именкасси, Чатукассипе Пикшик шкулĕсемпе Трак гимназийĕ самаях пулăшрĕç. Вĕсенчи вĕренекенсемпе вĕрентекенсене ырă ĕçшĕн пĕтĕм чунтан тав тăватпăр. Шкул ачисене Сергей Романовпа Сергей Иванов трактористсем копалкăсемпе çĕр улми кăларса пачĕç. Тырă, çĕр улми турттарнă çĕрте çавăн пекех Валерий Павловпа Алексей Григорьев водительсем хастар пулчĕç. Çавалçырмари КЗС ĕçне Петр Константинов пĕр тикĕс йĕркелесе тăчĕ.

Çитес çулхи тухăçшăн тăрăшса, 350 гектар кĕр тыррисем, “московская-39” тулă акса хăвартăмăр. Пĕлтĕр хура пусă лаптăкĕсем чылай пулчĕç те кĕр аки иртнине сиссе те юлмарăмăр, 800 ытла гектар акнăччĕ. Кăçал вара çав вăхăтра пĕрре ĕç вăйĕ тивĕçмерĕ, тепре хура пусă лаптăкĕсем пулмарĕç. Çавна пула та кĕр аки йывăррăн пычĕ.

Кĕрхи çĕртме сухи тумалли Крентейкассинче — 40, хамăр патра — 30, Чатукасси тăрăхĕнче 200 га юлчĕ. Тепĕр 300 гектарне хура пусă валли хăвартăмăр. Çĕр улми ани пулмалли лаптăксене, çуртрисем валли те çĕрсене май пур таран хуратрăмăр. Владислав Владимировпа Владимир Кузнецов трактористсем çăвĕпех сухаларĕç, çĕр хатĕрлерĕç, унтан кĕрхи çĕртме сухи çĕклерĕç.

Усăсăр выртнă 160 гектар çĕре сухаласа кăçал пусă çаврăнăшне кĕртнĕ, Крентейкасси улăхĕпе Çурткасси хыçĕнчи пусăсене те сухаларăмăр.

Çитес çул валли çурхи культурăсен вăрлăхне — 1000, çĕр улми 800 тонна хывнă. Тĕш тырăсен вăрлăхне тасатса ака кондицине лартас тĕллев тăрать умра. Килес çул çак ыйтăва вăхăтра татса парас тĕллевпе КЗСа çĕнĕ сортировка — ПСМ-10, сушилкăна тепĕр ПСМ илсе лартма палăртнă. Ĕç тухăçлăхне ÿстерес тесе Джон Дир хăватлă çĕнĕ трактор туянма йышăннă. Чатукассинчи мехпаркра çĕр улми хранилищи тăвасшăн тата ытти те.

Ял хуçалăх техникине тасатса-çуса, сĕрсе ГОСТ ыйтнă пекех нумай вăхăтлăх управа вырнаçтарса лартнă. Вĕсене дефектласа тухса, кĕçех юсама пуçлатпăр.

Акса-лартса тумалли çĕрĕ нумай, анчах механизаторсемпе техника хальлĕхе тивĕçмеççĕ. Çав ыйтусене татса парас тĕлĕшпе нумай ĕçлемелле-ха пирĕн.

Хамăр коллектив ĕçченĕсене ял хуçалăх культурисене туллин алла илес çĕрте хастар тăрăшнăшăн тав тăватăп, умри тĕллевсене татса парас çĕрте ăнăçлă вăй хума ырлăх-сывлăх сунатăп.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика