АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул юхать, юхать

14 ноября 2008 г.

 

Дворик ялĕнче пурăнакан Г. В. Васильев темиçе уйăх каялла 80 çул тултарчĕ. Çак кунсенче пирĕн штатра тăман корреспондент унпа курса калаçнă.

— Георгий Васильевич, вулакансене хăвăрпа кĕскен паллаштармăр-ши?

— Эпĕ хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ. Аттепе анне “Правда” колхоз колхозникĕсем пулнă. Атте — Василий Федорович — Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă, унтан хăрах хулсăр таврăннă. Вăрçă хыççăн тăван хуçалăхра кладовщикре тăрăшрĕ, каярахпа чире пула вилчĕ. Анне — Елена Игнатьева — ватăлса çĕре кĕчĕ.

Çемьере эпир пиллĕкĕн ÿснĕ: эпĕ — асли, ман хыççăнхисем — Зиновий, Всеволод, Надя, Вера. Вера пирĕн хушăмăрта çук ĕнтĕ.

1—4-мĕш класс таран эпĕ Дворикри, ун хыççăн Мăн Шетмĕри шкулсенче вĕреннĕ. Вăтам пĕлĕве Тивĕшре илнĕ.

— Георгий Васильевич, алла аттестат илсен ăçталла çул тытрăр-ха?

— Шкул пĕтерсен, малтанах “Правда” колхозра ĕçлерĕм. Унтан салтак ячĕ тухрĕ. Служба Калининград облаçĕнчи Черняховский хулинче иртрĕ. Рота старшинине çитрĕм. Тăватă çул хĕсметре тăнă хыççăн киле таврăнтăм.

— Служба вĕçленсен ăçта кайма шут тытрăр вара?

— Малтанах комсомол райкомĕнче 5 уйăх ĕçлерĕм. Унтан парти райкомĕн секретарĕ А. Мустакова мана Шупашкара, совпартшкула вĕренме ячĕ. Виçĕ çул унта иртрĕ. Çав вăхăтрах эпĕ Чăваш ял хуçалăх институчĕн агрономи факультетĕнче заочно майпа пĕлÿ пухрăм. Совпартшкулпа институтран вĕренсе тухсан, Мичурин ячĕллĕ колхозра 2 çул агрономра вăй хутăм. Ку хуçалăх председателĕ Иван Яковлевич Яковлев ватăлса çитсен, мана хăй вырăнне йышăнма ыйтрĕ. 18 ял халăхĕн пухăвĕ иртрĕ. Унта, пĕр саслăн пулса, мана колхоз председательне суйласа лартрĕç. Çапла пилĕк çул хушши тăван хуçалăха ертсе пыма тиврĕ. Вун сакăр ялпа ĕçлеме, паллах, çăмăл марччĕ. Каярахпа Мартынкассипе Шор-Пайраш тата Çот Шетмĕ ялĕсем Мичурин ячĕллĕ колхозран уйрăлса тухрĕç.

— Георгий Васильевич, Эсир хăçан çемье çавăрнă, мăшăрăр кам тата миçе ача Сирĕн?

— Эпĕ совпартшкулта вĕреннĕ вăхăтра çемье çавăрнă. Мăшăрăма Алевтина Ивановна тесе чĕннĕ. Шел, нумай пулмасть вăл çĕре кĕчĕ, йывăр тăпри çăмăл пултăр унăн.

Мăшăрăмпа пилĕк ача пăхса ÿстертĕмĕр. Асли, Ангелина, Шупашкарта ĕçлесе пурăнать. Медик. Иккĕмĕшĕ, Лия та медик. Сĕнтĕрвăрринче тĕпленнĕ. Лена “Мичуринец” хуçалăхра бухгалтерта тăрăшать. Луиза — районти ветеринари станцийĕн врачĕ. Хĕрсем пурте çемьеллĕ, ача-пăчаллă. Кĕçĕнни, Саша, Çĕрпÿри шалти ĕçсен пайĕнче вăй хурать. Майор.

— Халĕ ĕнтĕ Эсир тивĕçлĕ канура. Килте выльăх-чĕрлĕх усратăр пулĕ?

— Çапла. Ĕне, сурăхсем, сысна пур. Вĕсемпе вăхăта ирттеретĕп. Пушă вăхăтра телевизор пăхатăп, хаçат-журнал вулатăп.

— Калаçушăн тавтапуç Сире, Георгий Васильевич, ырлăх-сывлăх пултăр яланах.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика