АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çулталăка ăнăçлă вĕçлеме çине тăмалла

14 ноября 2008 г.

 

Ноябрĕн 10-мĕшĕнче район хăй тытăмлăхĕн канашĕн черетлĕ анлă ларăвĕ пулчĕ. Унта канаш членĕсемсĕр пуçне, район администрацийĕн пайĕсене ертсе пыракансем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, райцентрти предприятисемпе организацисен тата учрежденисен ертÿçисем хутшăнчĕç.

Ноябрĕн 10-мĕшĕ — Раççей милицийĕн кунĕ. Çавна май район пуçлăхĕ С. Николаев районти шалти ĕçсен пайĕн начальникне В. М. Рожкова тата унта пынă милиционерсене уяв ячĕпе саламларĕ, ĕç вырăнне çитсен коллектива хăй ячĕпе саламлама ыйтрĕ, кунти тăватă ĕçчене — район администрацийĕн Хисеп грамотипе, пиллĕкĕшне Тав çырăвĕпе чысларĕ, ĕçре ăнăçу сунчĕ.

Кун хыççăн лару ĕçне пуçларĕç. Кун йĕркине тăватă ыйту кĕртнĕ. Пĕрремĕшĕпе, район кăçалхи 9 уйăхра мĕнле ĕçлесе пынин тĕп кăтартăвĕсемпе район администрацийĕн экономика аталанăвĕн пайĕн начальникĕ А. В. Михайлова доклад турĕ.

Ангелина Васильевна пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи 9 уйăхра пысăк тата вăтам предприятисенчи ĕçченсен уйăхри вăтам ĕç укçи — 11445 тенкĕ, пĕчĕк предприятисенче вăл — 4540, ял хуçалăх отраслĕнче 4273 тенкĕ пулнă. Иртнĕ тапхăрта районта ĕçсĕрлĕх 1,17 процентпа танлашнă. Çĕнĕ пĕчĕк 9 предприяти йĕркеленĕ, ял хуçалăхĕнче 45 çын валли ĕç вырăнĕ туса хунă.

Мăйракаллă шултра выльăхсен йышĕ агропромышленность комплексне кĕрекен предприятисенче те, килти хушма хуçалăхсенче те пĕлтĕрхи çав вăхăтринчен чакнă.

“Гигант”, “Новая сила”, “Рассвет” хуçалăхсемпе “Прогресс”, “Волит”, “Бахча” пĕрлешÿсем — тĕш тырăпа, “Гигант”, “Караево”, “Нива” çĕр улмипе район администрацийĕпе тунă килĕшÿ условийĕсене пурнăçлайман.

Кăçалхи 9 уйăхра районта мĕн пур йышши суту-илÿре 246 миллион тенкĕлĕх тавар сутнă. Çав шутра 89 миллион тенки — алкоголь шĕвекĕ сутса туни.

Ял хуçалăх предприятийĕсем тÿлевлĕ çăмăллăхсем памалли тĕллеве 23 процент çеç тултарнă. Ку енĕпе район администрацийĕпе тунă килĕшĕве Заволжски ЛПУМГпа техникăпа инвентаризаци бюровĕ çеç пурнăçланă.

Кĕçĕн Шетмĕпе Пикшик, Мăн Шетмĕпе Карай, Чатукасси ял тăрăхĕсем пĕчĕк предприятисем йĕркелес тĕлĕшпе нимĕн те туманнине палăртрĕ докладчик.

Хальхи вăхăтра районти 109 пĕчĕк предприятире 1627 çын вăй хурать. Чи ăнăçлă ĕçлесе пыраканнисем — “Чесла”, “Чесла АСТ”, “Воддорстрой - Красноармейски” пĕрлешÿсемпе çăкăр пĕçерекен комбинат.

2008 çулхи 9 уйăхра 8950 тăваткал метр пурăнмалли çуртсем туса ĕçе кĕртнĕ.

Район 77 кăтартуран 17-шĕпе ЧР Министрсен Кабинечĕпе тунă килĕшĕве пурнăçлайман. Юлашки уйăхсенче вĕсенчен чылайăшĕпе палăртнисем пурнăçланмалли пирки пĕлтерчĕ А. Михайлова.

2008 çул вĕçлениччен уйăх çурă ытларах çеç вăхăт юлчĕ. Çĕнĕ 2009 çула ăнăçлă кĕтсе илмешкĕн ĕç-пуçа лайăхлатма çине тăмалла: выльăх-чĕрлĕх йышне пĕлтĕрхи шая çитерме, çуртрисен вăрлăхне кондицине лартмашкăн тепĕр хут алласа тасатма, çур акинчи ĕç калăпăшне пĕчеклетмешкĕн халĕ май пур таран нумайрах лаптăк çинче кĕрхи çĕртме сухи çĕклеме тăрăшмалла тата ытти те. Чи кирли — хутмалли сезона йĕркеллĕ ирттерсе ярасси. Декабрĕн 15-мĕшĕччен куçман пурлăх обăекчĕсене регистрацилессине, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха реформăлас ĕçĕн пĕрремĕш тапхăрне вĕçлемелле.

Район пуçлăхĕ С. Николаев ял тăрăхĕсем ял хуçалăх предприятийĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе çителĕксĕр интересленнине, çавна май тепĕр чух вырăнсенче ăнланма йывăр лару-тăру хуçаланнине палăртрĕ. Вырăнсенче хальлĕхе, тĕслĕхрен, Еншик Чуллă ял тăрăхĕнче, уйăрнă укçа-тенкĕпе (кунта сăмах 800 пин тенкĕ пирки пырать — В. Е.) тĕллевлĕ усă курма пĕлменни тата ытти çине кăтартса хăварчĕ.

Иккĕмĕшĕпе, районта паразитарлă тата ерекен чирсемпе кĕрешесси мĕнле пынипе сывлăх сыхлавĕн “Красноармейски тĕп больници” муниципаллă учрежденийĕн тĕп врачĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан Г. Н. Сушко сăмах илчĕ. Галина Николаевна районта кăçал, пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан, дезинтерипе, кĕçĕ чирĕпе, йытă çыртса суранлатнипе çынсем ытларах пулăшу пырса ыйтнине пĕлтерчĕ. Педикулезпа аптракансем пурри пăшăрхантарать. Мĕншĕн тесен вăл çынсем таса мар, япăх пурăннипе тÿрремĕнех çыхăннă. Туберкулезпа чирлесси пĕтĕмĕшле илсен чакнă. Анчах та харпăр хăй сывлăхне флюрографи урлă тĕрĕслеттернисен хисепĕ пĕчĕккине, пĕтĕмпе те 62 процент çеç пулнине палăртрĕ вăл. “Çак кăтартăва пирĕн сахалтан та 80 процента çитермелле”, терĕ Г. Сушко. Гриппа чирлесси ÿснĕ. Унпа кĕрешес çĕрте çынсене вакцинаци туни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа та Станислав Андреевич Галина Николаевнана райцентрти предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе калаçса вĕсенчи ĕçченсене вакцинацилессине лайăхлатма сĕнчĕ.

Район пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Н. Антонов вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем, предприятисемпе организацисем Çĕнĕ 2009 çула кĕтсе илме хатĕрленес ĕçе йĕркелес ыйту çинче чарăнса тăчĕ, ку енĕпе мероприятисен планне тумалли çинчен пĕлтерчĕ. Николай Илларионович ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе предприяти-организацисен ертÿçисене чи малтанах предприятисемпе организацисен хăйсен территорийĕсенче тирпей-илем тумалли, унтан вĕсене Çĕнĕ çул валли капăрлатмалли, ку енĕпе кăçал та “Чи капăр елка”, “Чи лайăх илемлетнĕ предприяти-организаци” смотр-конкурс ирттерме йышăнни, Çĕнĕ çулта, каникул кунĕсенче вырăнсенче дежурство, каçхине ялсенче дозор тăрассине йĕркелемелли, ирĕклĕ халăх дружинисене йĕркелĕх хуралне кăлармалли, елка ирттерме районти пушар хуралĕнчен ирĕк илмелли тата ытти çинчен асилтерчĕ. Кăçал та вырăнсенче “Пуçлăх елки” пулмалла-мĕн, йывăр çемьесене Çĕнĕ çул мероприятийĕсене явăçтарни пысăк пĕлтерĕшлине те палăртрĕ вăл, кунпа пĕрлех Çĕнĕ çул ирттерессипе хатĕрленĕ чи лайăх сценарисен конкурсне ирттересси çинчен пĕлтерчĕ. Уявĕ кунран кун çывхарать, апла пулсан ку ыйтăва кун йĕркинчен кăлармалла мар пуçлăхсен.

Район пуçлăхĕ С. Николаев райцентрта çамрăксемпе ĕçлес ĕçе хакласах кайманнине палăртрĕ. Кăна Станислав Андреевич ноябрĕн 8-мĕшĕнчи тĕслĕхпе тепĕр хут çирĕплетрĕ. Вăл кун каçхине 11 сехетре районти халăх пултарулăхĕн çурчĕ тата райцентрти талăкĕпех ĕçлекен магазин умĕнче машинăсемпе çамрăксем питĕ нумай пухăннă пулнă-мĕн. “Çамрăксен каçхине ăçта каймалла? Шашка-шахматла, бильярдла вылямалли вырăнсем çук. Çамрăксен пушă вăхăтне интереслĕрех ирттермелли мероприятисем шутласа кăлармалла. Пирĕн чунсем хытса ларнă”, палăртрĕ район пуçлăхĕ. Вырăнсенче дискотекăсем мĕнле йĕркеленипе, вĕсем мĕнле иртнине яваплă çынсем тĕрĕслесе тăнипе интересленчĕ. Çамрăксен пушă вăхăтне усăллă ирттерес ыйтăва çитес вăхăтрах район шайĕнче пăхса тухмалли пирки аса илтерчĕ, çамрăксене мĕн ытларах интереслентернине тĕпчесе пĕлме ыйтрĕ. Пăхса тухнă пур ыйтусемпе те протокол çырса тивĕçлĕ йышăну турĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика