АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Трак хĕр-упраçĕ Зоя...

14 ноября 2008 г.

 

Çын хăй хыççăн ырă йĕр хăварать. Пархатарлă ĕçпе çирĕплетет вăл хăйĕн пурнăçне. Красноармейскинче пурăнакан ĕç ветеранĕ, ял-йышра хисеплĕ Зоя Аркадьевна Аркадьева пирки чăннипех та çакна каламалла. Çĕрпÿ районĕнчи “Гвардия” тата Чапаев ячĕллĕ хуçалăхсенче çырăнма пуçланă çамрăк агрономăн ĕç биографийĕ. Каярахпа вара тăван тăрăха — Трак ене таврăннă. Кунта “Красноармейский” совхозра чылай çул уй-хир бригадирĕнче ĕçленĕ. Пĕлтĕрхи юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче Зоя Аркадьевна çитмĕл çул тултарчĕ.

Иксĕмĕр пĕрле Çĕрпÿ тăрăхĕнчи хуçалăхсенче вăй хунă çулсем халĕ те куç умĕнчен каймаççĕ.

Агроном… Çĕр чĕлхине пĕлсе, ăна чун-чĕрепе туйса, куллен ырми-канми тăрăшакан çыннăн профессийĕпе çыхăннă вăл. Красноармейски хĕр-упраçĕ — Зоя та çакна мĕн çамрăклах кăмăл ăшшипе йышăннă. Халĕ те çав кун паянхи пекех асрах-çке. Вăхăчĕ çурхи кун ытамне пытаннă. Хуçалăх правленийĕ умĕнче тин кăна кăларса çакнă “Боевой листока” вулатăп.

Ун чухне çуркуннеччĕ,

Кайса пĕтнĕччĕ юр.

Хĕвелĕ те хĕртетчĕ,

Халь агронома кур.

Уй-хирте пĕр-пĕчченччĕ,

Утать малалла…

Çĕр хуçи пирки çырнă йĕркесем кусем. Çĕрпÿ енчи “Гвардия” тата Чапаев ячĕллĕ хуçалăхсем пĕрле пĕрлешсен пысăкланнă хуçалăхра агроном “тилхепине” шанса пачĕç çамрăк хĕре. Пухура Зоя хăй те тÿсеймерĕ-çке, çĕмĕрт пек хура куçĕсемпе механизаторсем çине шăтарасла пăхрĕ те: “шантăр пулсан, лавне çума-çуммăн тăрса йышпа туртăпăр”, терĕ.

Зоя маншăн, хăйне пăхăнакан çынсенчен те пултаруллă пулнипе, хăйĕнчен те, ыттисенчен те çирĕп ыйтма пултарнипе, вăл е ку ĕçе пурнăçлама, çав йыша ыттисене явăçтарма пĕлнипе палăрнă.

Вăрман хĕрринчи, чукун çул çывăхĕнчи уйсене аса илетĕп. Çур аки вăхăчĕ пырать. Уй-хирте кунĕн-çĕрĕн моторсен шавĕ-кĕрлевĕ тăрать. Механизаторсем гусеницăллă икĕ агрегатпа тулă акатчĕç. Тÿперен сар çу пек хĕвел хĕртнине, çамка тăрăх тусанлă, хуп-хура тар юхнине пăхма-и? Кашни сехет мар, кашни минут шутра-çке çак самантра! Кĕçех пулас çурхи тулă пуссине велосипедне хăлтăртаттарса Зоя Аркадьева çитсе те тăратчĕ. Хăй те уйсем, кĕлетсем тăрăх çÿресе ĕшеннĕ ĕнтĕ. Пит-куçĕ унăн та тусанпа хупланнă. Çавах та вăр-варскер, хыпăнчăк чунлăскер, ывăннине палăртмасть çĕр хуçисене.

— Вăй патăр, каччăсем. Хăвăртлăх пирки манмастăр пулин те пахалăх çине тимлĕ пăхăр. Шăйрăксем ан хăварăр. Пухура ас тăватăр пулĕ: “шанатпăр сире”, терĕр, — ана çинче ура кĕллисемпе вăйлăраххăн пусса уткаларĕ агроном. — Капла кăмăллă, чăнах та…

Тепĕр чухне, çанталăк сивĕтетчĕ-и е тулта сивĕ хуçаланатчĕ — ураран кирзă атă, çирен фуфайка каймастчĕ агрономăн.

Икĕ сменăпа ĕçлетчĕç механизаторсем. Каçсерен клуба çаврăнса тухма та вăхăт çукчĕ. Хĕр-агроном вĕсемпе кăнтăрла та, каçхине те пĕрлеччĕ. Тепĕр чух çĕрĕпе чăлкăм куç хупман каçсем те пулнă.

— Çур аки вĕçленсен савăнăпăр. Ура хуçса ташлăпăр, хĕрсене ăсатăпăр, — лăплантаратчĕ Зоя Аркадьевна çамрăксене. — Халь вара чăтас пулать…

Чăнах та, Аслă Çĕнтерÿ кунĕ тĕлне хуçалăхра акса, сÿресе пĕтерчĕç. Ку вăл 1961 çулта пулнă.

Хуçалăхри пуçламăш комсомол организацийĕн пухăвĕ пыратчĕ. “Малтисене — чыс та мухтав!” — илтĕнет комсомол комитечĕн секретарĕн уçă сасси.

Пуху хыççăн яланхиллех юрăпа ташă пуçланатчĕ. Юррине механизаторсем мар, ферма хĕрĕсем шăрантаратчĕç. Зоя агроном та вĕсен ретĕнчеччĕ.

Ĕмĕр каннă çĕре сухалать тракторпа,

Хурланса йăванать хыт-хура.

Тÿпере çăлтăрсем шăранса çуннă чух,

Савнă тусăм кĕрет будкине…

Асăннă юрă йĕркисене Казахстанăн çĕрĕсене уçнă çĕрте шăрантарнă.

Зоя Аркадьева та пухăннисене юрă парнелерĕ. Кашниех шăпăрт ларчĕ, клуба шăна вĕçнĕ сас та хуплаймарĕ.

Сарă тумлă уй-хир урлă,

Явăнса выртать мăн çул.

Ик енче те ылтăн хумлăн,

Чÿхенсе ларать тыр-пул…

Ака-сухана вĕçлесен ĕç уявне ирттеретчĕ колхоз. Кунта Зоя хăйĕн савнă каччипе — Саньăпа — çÿрерĕ. Юрлатчĕ вăл, чун-чĕри пĕтĕмпех савăнăçпа тулатчĕ. Каччи хăй пекехчĕ, хура та çивĕч куçлăччĕ, çÿç пайăркисем хумлăн-хумлăн выртатчĕç. Малта пыракан механизаторччĕ Саня. Колхоз уявĕнче ăна та чысларĕç.

Çапла темиçе çул çамрăк механизаторсем хушшинче ĕçлерĕ Трак хĕрĕ — агроном Зоя.

Анчах та шăпи урăхларах вылярĕ унăн. Çĕрпÿсемпе сыв пуллашса Трак тăрăхне çаврăнса тухрĕ.

Халĕ те ăна Çĕрпÿ районĕнчи Чапаев ячĕллĕ хуçалăхра пĕрле ĕçленĕ выльăх-чĕрлĕх тухтăрĕ — Люба, ферма заведующийĕ — Алина, бухгалтерĕ — Никулккă, уй-хир бригадирĕнче 17 çул тăрăшнă Аграппи, колхоз председателĕ пулнă Евросиния Абрикосова тата ытти тус-тантăшĕсем ăш пиллĕн аса илеççĕ, телей те вăрăм кун-çул пултăр, теççĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика