АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мана сăмах парăр-ха

14 ноября 2008 г.

 

“Калаçури чăваш чĕлхи тасалăхĕшĕн” акцие хутшăнакансен йышĕ хушăнсах пырать. Акă редакцие ку темăпа тепĕр çыру килчĕ.

Мана, ватă çынна, чăваш чăваш чĕлхине манни пăшăрхантарать. Пĕр çăмăлттай çамрăк тĕл пулчĕ те ыйтать:

— Мĕнле пурăнатăн, дядя Мишша? — тет.

— Пурăнатăп-ха, хуллен çÿретĕп, — терĕм.

— Хорошо теççĕ ăна, — тесе хучĕ çакскер.

Тепрехинче хĕрарăм тĕл пулчĕ те, çапла каларĕ.

— Магазин алăкне шалтан çаклатнă та кÿртмерĕç, — тет, шухăша кайса.

Пĕр поэтăн сăввинче çакăн пек йĕркесем пурри аса килчĕ.

Укăлча хĕрринче пĕчĕк пÿрт,

Юр тултарнă мăрйийĕ таран.

Мăнакка хăвăртрах уçса кÿрт,

Çитсе ÿкрĕм паян эп аран.

(“Кăмăлăмпа шухăшăм” кĕнекерен.)

Çакна вуланă хыççăн мана кăвар чĕреллĕ Çеçпĕл Мишшин “Сăвă çырассипе ударени паллисем” статйи аса килчĕ. Унта вăл: “хăçан эпир “кÿртме”, “кĕртме” сăмахсене уйăрма вĕренсе çитĕпĕр-ши?” — тенĕ.

Тĕслĕхрен, акă, кÿрсе килнĕ улăма дояркăсем витене кĕртрĕç тата кÿр-ха, япалуна тытса курам. Ку предложенисенче пĕр йăнăш та çук. “Кÿрес” сăмаха япалана пĕр вырăнтан тепĕр çĕре куçарнă чух каламалла. Апла пулсан, “магазин алăкне малтан çаклатнă та, кÿртмерĕç” тени тĕрĕс мар. “Кĕртмерĕç” темелле. “Кĕртсе” япалана ăçта вырнаçтарнине пĕлтерет. “Япалуна пÿрте кĕртсе хур”, “Кÿрсе хур” темелле мар.

Чăваш ялĕнче çуралса ÿснĕ чăваш ачи, Хусанта атă-пушмак ăстинче ĕçлекенскер, тăван ялне таврăннă та, тĕл пултăмăр. Мана хăй патне хăнана чĕнчĕ. Кайрăм. Пĕрле чылайччен лартăмăр. Чĕннĕшĕн савăнтăм, паллах. Анчах та вăл пĕр сăмах та чăвашла калаçмарĕ. Маннă имĕш. Апла çакă хăй кам пулнине те маннă пулĕ?! Эп чăвашла пуплерĕм, атă-пушмак ăсти вырăсла сăмахларĕ. Чăнах та, çăмăлттай! Нумай вĕреннĕ, ăслă çын пек тыткаларĕ хăйне. Чăвашла калаçма маннă чăвашсене çын тесе калас килмест манăн.

Николай Дмитриевич Дмитриев (Карай) паллă поэт чылай çул Çĕпĕр тăрăхĕнче,Томскра пурăнса тăван ялне — Карая — яланлăхах таврăнчĕ. Чунĕ чăваш еннех туртнă пулас. Чăвашла пĕр сăмах та манман вăл. Чăвашлах çырать, чăвашлах калаçать. Çын тетĕп ăна. Ăçта пулсан та чăваш йăхĕ, чĕлхи çухалманшăн савăнатăп эпĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика