АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малти Трак ялĕн çыннисем

14 ноября 2008 г.

 

Районти “Ял пурнăçĕ” хаçатра çак ятпа Красноармейскинче пурăнакан Г. Алексеев темиçе материал пичетлерĕ. Паянхи номерте Герман Алексеевич ку ял çыннисемпе малалла паллашма сĕнет.

Сăмахăм — ялăн Шупашкара каякан аслă çулăн сулахай енче вырнаçнă çуртсенче тĕпленнисем çинчен.

Константин Егорович мăшăрĕпе пурăнатчĕ. Вăл арманçă пулнă. Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă, унтан тĕрĕс-тĕкелех таврăннă. Мăшăрĕпе ывăлпа хĕр çитĕнтернĕ. Хĕрĕ Васнара качча тухса çемье çавăрнăччĕ. Ывăлĕ 60 çул урлă каçсан çĕре кĕчĕ. Вĕсен кил-çуртне сутнă, унта урăх çынсем пурăнаççĕ.

Вĕсемпе кÿршĕллĕ Степан Борисович мăшăрĕпе тĕплен-нĕччĕ. Виçĕ ывăлпа пĕр хĕр çитĕнтеретчĕç. Аслă ывăлĕ — Самуил — иртнĕ вăрçа хутшăннă, шел, ăна каялла таврăнма шăпа пÿрмен. Ытти ачисем, кайăк чĕпписем евĕр, çĕр-шыв тăрăх саланнă. Вĕсен шăпине пĕлейместĕп. Ваттисем çĕре кĕнĕ, халĕ пурăннă çурчĕ те çук.

Аслă çулăн тепĕр енче 5 стеналлă пÿрт ларать. Унта Кĕркури мучи пурăнатчĕ. Вĕсем мăшăрĕпе ывăлпа икĕ хĕр пăхса ÿстернĕ. Ывăлĕ хаяр вăрçă вучĕ витĕр тухнă. Киле таврăнсан хуçалăхра счетоводра ĕçленĕ. Каярах Томск облаçне тухса кайнă, унтах çĕре кĕнĕ. Хĕрĕ Наçтуç хамăр яла качча тухнă. Кĕçĕн хĕрĕ Свердловскра ĕмĕрне хуçалăхра ĕçлесе ирттернĕ. Вĕсем пирĕн хушăра çук ĕнтĕ. Кил-çурчĕ пушах ларать.

Василий Анисимов (Онеçки) ывăлĕ — манăн аттен пиччĕшĕ. Вĕсем мăшăрĕпе виçĕ ывăлпа пĕр хĕр çитĕнтерсе пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Кил хуçи иртнĕ вăрçăран таврăнаймарĕ, вăл 1941 çулта Мускав хулине хÿтĕлесе паттăрсен вилĕмĕпе пуçне хунă. Амăшĕ ачисене пĕчченех ура çине тăратрĕ. Ывăлĕсем çара юрăхлă пулчĕç. Аслă ывăлĕ Андрей çар службине Чита хулинче ирттернĕ. Корея вăрçине хутшăннă, аманнă. Китай халăхĕн доброволецĕ ятпа çапăçăва кĕнĕ, çак çĕр-шыв наградине тивĕçнĕ. Мирлĕ вăхăтра райпон хатĕрлев кантурĕнче склад заведующийĕнче тăрăшрĕ. Тивĕçлĕ канăва тухсан, нумаях пурăнаймарĕ. Вĕсем мăшăрĕпе пĕр ывăл çитĕнтернĕ.

Иккĕмĕш ывăлĕ Гриша мăшăрланса кирпĕчрен çĕнĕ çурт çĕклерĕ, икĕ хĕрпе пĕр ывăл çитĕнтерчĕç. Кил хуçисем пирĕн хушăра çук ĕнтĕ. Хĕрĕсем качча тухнă, хăйсен çемйисем. Тĕп килте ывăлĕ, Алеша, мăшăрĕпе пурăнать. Вĕсен ывăлпа хĕр ÿсеççĕ. Ваççан кĕçĕн ывăлĕ Шупашкарта, хĕрĕ Владивостокра çемйисемпе пурăнаççĕ.

Шонколта пурăнакан мучине “Хура Мĕтри” тетчĕç. Вĕсем мăшăрĕпе 3 ывăл çитĕнтернĕ. Аслă ывăлĕ — Коля — чылай çул хатĕрлевçĕре тăрăшнă. Авланнă, çĕнĕ çурт-йĕр çавăрнă, ачасем çитĕнтернĕ. Вĕсем пурте çемьеллĕ, хăйсем тĕллĕн пурăнаççĕ. Кил хуçисем пирĕн хушăра çук. Ывăлĕ, Вячеслав, район сучĕн председателĕнче ĕçлет. Тепĕр ывăлĕ Геннадий те мăшăрлă, ачисене çирĕп пĕлÿ, воспитани парса çĕр-шыва юрăхлă турĕç. Хăй вăл почта тытăмĕнче монтерта ĕçлерĕ, мăшăрĕ райпон тĕп бухгалтерĕнче тăрăшрĕ. Вĕсем иртерех çĕре кĕчĕç çав, кил-çуртне ачисем пăхса тăраççĕ.

Виççĕмĕш ывăлĕ, Çемен, почта тытăмĕнче трактористра ĕçлерĕ. Мăшăрĕпе çĕнĕ пÿрт-çурт çĕклерĕç, хĕрсем çитĕнтерчĕç. Халĕ тĕп килте хĕрĕ çемйипе пурăнать.

Порхиле мучи мăшăрĕпе виçĕ ывăл çитĕнтерчĕç. Аслă ывăлĕ — Евграф — Аслă Отечественнăй вăрçăра çапăçрĕ, унтан ыррăн-сыввăн таврăнчĕ, çемье çавăрчĕ, ача-пăча çитĕнтерчĕç: виçĕ хĕр те пĕр ывăл. Ваттисем çĕре кĕнĕ ĕнтĕ, çамрăксем пурнăçа малалла тăсаççĕ.

Иккĕмĕш ывăлĕ — Пимен. Вăл та иртнĕ вăрçа хутшăннă, фронтран сывах таврăннă, тĕп килтен уйрăлса тухса çурт-йĕр çавăрнă, мăшăрĕпе икĕ хĕре пурнăç çулĕ çине кăларнă. Кил хуçин кун-çулĕ кĕске пулчĕ. Мăшăрĕ ачисемпе пурăнать.

Виççĕмĕш ывăлĕ, Филимон, ЛТЦра монтерта ĕçлерĕ. Икĕ хĕрпе пĕр ывăл çитĕнтерчĕç. Шел, ывăлĕ çамрăклах сарăмсăр çĕре кĕчĕ. Амăшĕн те вăхăтсăр куç хупмалла пулчĕ. Çавăн хыççăн кил хуçи те нумаях пурăнаймарĕ. Кил-çуртне Зоя хĕрĕ пăхса тăрать. Выльăх-чĕрлĕх усрать.

Зойăн асламăшĕ 102 çула çитсен çĕре кĕнĕ. Эпĕ астăвасса, пирĕн ялта ун пек нумай пурăнни урăх пулман.

Вĕсемпе юнашар Пуян Татьян амăшĕ пурăнатчĕ. Вăл пурнăçне пĕчченех ĕмĕрленĕ. Хĕрĕ ялах качча тухнăччĕ. Кинемей çĕре кĕрсен, кунта К. Павлов пурăнма пуçларĕ. Мăшăрĕпе, Зойăпа, çĕнĕ хуралтăсем туса лартрĕç, виçĕ хĕрпе пĕр ывăл çитĕнтерчĕç. Ачисем пурте çемьеллĕ. Кил хуçин ĕмĕрĕ вăрăмах пулмарĕ, мăшăрĕ ватлăх кунĕсене ачисемпе пĕрле ирттерет.

Ялта ăна Ямшăк ывăлĕ — Серафим Филипчă тесе чĕннĕ. Мăшăрĕпе вĕсем икĕ ывăлпа икĕ хĕр çитĕнтернĕ. Аслă Отечественнăй вăрçă пуçлансан, кил хуçи фронта тухса каять, шел, вăл тăван киле таврăнаймасть. Арăмĕ пĕчченех ачисене ура çине тăратрĕ. Пурте — çемьеллĕ. Аслă ывăлĕн — Сергейăн — пĕр хĕр те икĕ ывăл. Унăн кĕçĕн ывăлĕ чире пула çамрăклах куçне хупрĕ. Тепĕр ывăлĕ ашшĕн килĕнче пурăнать.

Серафимăн хĕрĕсем иккĕшĕ те çемьеллĕ.

Серафимăн иккĕмĕш ывăлĕ — Калистрат — Канашри финанс техникумне вĕренсе пĕтернĕ хыççăн çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче ĕçлесе пурăнчĕ. Шел, чире пула ĕмĕрĕ кĕске пулчĕ. Халĕ çурчĕ пуш-пушах ларать. Хĕрĕ килкелесе çÿрет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика