АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аслă кукамай халалĕпе

14 ноября 2008 г.

 

Алманч ялĕнчи Николаевсен çемье историйĕнче З. Е. Новоселова-Короткова пысăк вырăн йышăнать. Сăмахăм — ун çинчен.

Кăçалхи юпа уйăхĕн пĕрремĕшĕ. Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен кунĕ. Ăшă та хĕвеллĕ çанталăк тăрать. Çĕр çине сарă, кĕрен çулçăсем ÿкеççĕ.

Алманч ялĕ. Капмар шкул çурчĕ умне сап-сарă “Шкул автобусĕсем” пĕрин хыççăн тепри килсе ча-рăнчĕç те пĕр рете вырнаçрĕç. Паян пи-рĕн шкула районти педагог-ветерансем пухăнаççĕ, педагогикăра вăй хурса тивĕçлĕ канăва тухнисен районти VIII слечĕ иртет. Эпир вĕсене ăшшăн кĕтсе илтĕмĕр. Пурте зала вырнаçрĕç. Ÿссе çитĕнекен ăрăва тивĕç-лĕ пĕлÿпе воспитани парас çăмăл мар ĕçре вуншар çул тăрăшнă ватăсене чи малтан саламлама пире Виталий шăллăмпа иксĕмĕре шанчĕç. Эпир пĕрре савăнтăмăр, тепре хумхантăмăр. Епле-ха унсăрăн. Çак уявра пирĕн кукамай та пур-çке. Людмила Петровна Николаева Алманч шкулĕнче 40 çул ытла ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Шăп паян вăл 75 çул тултарать. Район пуçлăхĕ С. А. Николаев чыслă ĕçшĕн, общество пурнăçне активлă хутшăннăшăн Л. П. Николаевана Тав çырăвĕпе чысларĕ. Ăна чылай парне, чĕрĕ чечек çыххисем пачĕç. Сывлăх, телей сана, юратнă кукамай!

Кукамай педагог профессине суйласа илни ытахальтен пулман. Ку материалта эпĕ унăн амăшĕ, Зоя Егоровна Новоселова-Короткова çинчен каласа парасшăн. Вăл манăн аслă кукамай.

Новоселовсене ватăрах çынсем Трак енче аван пĕлеççĕ. Вĕсем ашшĕ вилнĕ хыççăн Васнара Тутар Республикинчен куçса килнĕ. Зоя Егоровна ун чухне 18 çулхи хĕр ача пулнă. Вырăс çемйинчи ачасем хăвăртах чăвашла калаçма вĕреннĕ, амăшĕ Мария Александровна Иевлева вырăслах калаçнă. 16-ри Григорий хуçа арманĕнче ĕçленĕ.

Мария Александровнапа хĕрĕ, Зоя, ал ĕç ăстисем пулнă. Вĕсем ял халăхĕ валли çĕвĕ машинипе кĕпе-тумтир çĕленĕ, çыхнă, тĕрленĕ. Çапла майпа йышлă çемье тăранса пурăннă та.

20-мĕш çулсенчи выçлăх çулĕсем иртсе кайнă ĕнтĕ. Пурнăç майĕпен юсанса пынă. Çĕр-шывра халăха çутта кăларас тапхăр пуçланнă. Ĕçчен те тăрăшуллă Зоя çĕр-шыв уттинчен юлман: Шупашкарти партипе совет шкулне вĕренсе пĕтерсе яла учитель пулса таврăннă. Каярах вăл, пĕлĕве ÿстерес тесе, Чăваш патшалăх педагогика институтне (халĕ — университет — АВТОР) вĕренме кĕрет. Студент çулĕсем пĕртте çăмăл килмен. Çулталăкри ачана йăтса утнă вăл тĕп хулана. Анчах чăтнă, тÿснĕ. Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланнă çул, июнĕн 21-мĕшĕнче алла диплом илет вăл. Аслă пĕлÿллĕскере Çĕрпÿ районĕнчи пĕр шкула яраççĕ, çулталăкран директор пуканне шанса параççĕ. Унăн вĕренекенĕ пулнă педагог-ветеран Зоя Харитоновна ун çинчен çапла аса илет: “Эпĕ 1942 çулта Старак вăтам шкулĕнче 10-мĕш класра вĕренеттĕм. Шкул директорне çара илчĕç. Çуркунне, экзаменсем умĕн, директор пуканне З. Е. Новоселова-Короткова йышăнчĕ. Эпир ăна питĕ килĕштереттĕмĕр. Кăмăллăскер. Ялан шкултаччĕ, пирĕнпеччĕ. Çав йывăр кунсенче пурне те пулăшма хатĕрччĕ. Унăн ăшă кулли, ачасене юратни паян та асра, куç умĕнче. Тен, унăн сăнарĕ мана учитель пулма хистерĕ”.

1944 çулта хĕрĕпе, Людмилапа Васнар ялне куçса килет Зоя Егоровна, Красноармейскинчи вăтам шкулта ĕçлеме пуçлать. Унăн малашнехи пурнăçĕ пĕтĕмпех çак шкулпа çыхăннă.

Вăрçă вăхăтĕнче Трак шкулĕнче салтаксем тăнă. Ун йĕри-тавра çĕр пÿртсем, блиндажсем. Шкул çар çыннисенчен пушансан унта каллех ачасене вĕрентме пуçланă. Икĕ хутлă шкул çуртне вутăпа хутса ăшăтнă. Хĕл кунĕсенче питĕ сивĕ пулнă. Чÿречесем пăрпа витĕннĕ. Вĕренекенсем уроксенче çăматăпа, çири тумтирпе ларнă. Столовăй пирки ĕмĕтленмен те. Вĕреннĕ-шĕн патшалăха 150 тенкĕ тÿлеме тивнĕ.

Çулсем ирт-нĕ. Пурнăç лайăх енне улшăна пуçланă. Шкул коллективне çĕнĕ директор Ф. Н. Рекеев ертсе пыма пуçланă. Шкулта драма кружокне йĕркелесе янă. Ăна ертсе пыма Зоя Егоровнана шан-нă. Хăй тĕллĕн вĕреннĕ артистсем виçĕ ушкăна пайланнă: пĕчĕк-кисем, аслă классенче вĕренекенсем, учительсем. Вĕсем районта çитмен ял та юлман пулĕ. Вĕ-сене илме вырăнсенчен 11—12 лав ярса панă. “Эпир сирĕн спектакле курасшăн”, — тархасланă ял çыннисем. Ăçтан вăхăтне тупнă-ши Зоя Егоровна: кунĕпех шкулта, каçхине ялсенчи клубсенче. Истори предметне вĕрентнĕ май дирекци ăна шкул историне çырма шаннă. Çак ĕçе вăл вĕренекенсене, ял çыннисене явăçтарнă. Зоя Егоровна тăван шкул çинчен районти, хĕрĕ, Людмила, студентка Шупашкарти архивсенче материалсем пухаççĕ. Анчах пултаруллă педагог çак ĕçе вĕçне çитереймест, 1963 çулта вăхăтсăр çĕре кĕрет. Каярах хĕрĕ, мăнукĕсем çав документсене пĕр çĕре пухса альбом йĕркелеççĕ, Трак шкулĕ 100 çул тултарнине уявланă чухне шкула парнелеççĕ.

Зоя Егоровна Новоселова-Короткова Васнар ялĕнче аслă пĕлÿ илнĕ чи пĕрремĕш çын пулнă, ăна ентешĕсем “Васнар ялĕн хисеплĕ гражданинĕ” хисеплĕ ят панă, унăн сăнне ялăн хисеплĕ çыннисен стендĕнче вырнаçтарнă. Вăл чыслă ĕçшĕн “1941—1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçă вăхă-тĕнче хастар ĕçленĕшĕн” медале, “Хисеп палли” ордена тивĕçнĕ, унăн сăнне “Красноармейский район. Люди и судьбы” кĕнекене кĕртнĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика