АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Апат-çимĕç куравĕнче

11 ноября 2008 г.

 

Ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленность ĕçченĕсен кунĕнче районта ял тăрăхĕсен апат-çимĕç куравне йĕркелени хăйне май çĕнĕлĕх пулса тăчĕ. Унта алманчсемпе еншикчуллăсем, красноармейскисемпе кĕçĕншетмĕсем, уписемпе чатукассисем хутшăнчĕç. Курава вĕсем килти хушма хуçалăхра туса илнĕ продукцирен хатĕрленĕ блюдăсене, тĕрлĕ апат-çимĕç тăратнă.

Кунашкаллине унчченхи çулсенче курманччĕ. Уйрăмах уписен сĕтелĕ питĕ тулăх пулчĕ. Мĕн-мĕн кăна çук пулĕ унта: пĕçернĕ автанпа кăркки, сăри, çăкăрĕ, кукăлĕ-хăпартăвĕ, икерчи, чăкăчĕ, çăмарти, 9 тĕрлĕ варени, желе, кавăнĕ, тернĕ, пан улмийĕ 3—4 сорт, хуплу, хуран куклисем, кĕселĕ, суханĕ, кăмпи 3—4 тĕрли, пăрăçĕ тата ытти те.

— Пан улмийĕсем пирĕн пахчаран, — паллаштарать куравпа Пайсупинри Лина Архипова. — Кăмписем вĕлтренсемпе куршанак айĕнчен татнăскерсем. Пирĕн енче, ытти чылай çĕрти евĕрех, вĕлтренсемпе куршанакĕсем вăрман пекех ашкăрса лараççĕ вĕт…

Еншикчуллăсен сĕтелĕ те чухăн тесе калаймăн. Чукунри шарккăвĕ таçтанах хăй патне илĕртет. Пан улмийĕ, кишĕрĕ, хăярĕ, варенийĕ, витаминлă купăсти, ун çинче 40 ытла пĕчĕк пуç, винегречĕ, кавăнĕ, вăл 10 килограмм ытла таять, тĕрлĕ тĕслĕ чечекĕсем тата ыттисем. Пăхса ытарма çук вĕсене.

Красноармейски ял тăрăхĕн сĕтелне те хăнасем пысăк хак пачĕç. Тăварланă хăярсемпе помидорсем, купăста, иçĕм çырли, мăйăрĕ, пылĕ, пулли, пахча çимĕçсенчен илемлетсе хатĕрленĕ ытти блюдăсем, тĕрлĕ тĕслĕ купăсти тата ытти те. Ятарлă жюри апат-çимĕç хатĕрлекенсен ĕçне пысăк хак пачĕ, грамотăсемпе палăртрĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика