11 ноября 2008 г.
Ялта ăна Петр Петров тенипе аван пĕлеççĕ. Çитмĕл урлă каçнă ĕнтĕ вăл. Тăван ялта — Пайсупинра сад ăсти пулнипе палăрать. Ку тĕлĕшпе çынсене те пулăшма хатĕр Петр Петрович.
Унтан та пахараххи район хаçатне юратса вуланипе çыхăннă. Çулленех çырăнса илет ăна.
— Район хыпарçи маншăн сывлăш пекех хаклă. Пĕр йĕркине сиктермесĕр вулатăп “Ял пурнăçне”. Çынсене те çырăнса илме сĕнетĕп ăна. Вăл хаклă мар, çемье бюджечĕ уншăн чухăнланмасть, — тет Петр Петрович. — Район хаçачĕпе туслă пулар.