АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Федор Яковлев — “Вырма-2008” чемпионĕ

11 ноября 2008 г.

 

Федор Кириллович хăйĕн ĕмĕтне кăçал пурнăçларĕ пурнăçларех. Вырма тухсанах вăл хăй умне çавăн пек тĕллев лартнăччĕ. Ара унсăрăн май çук. Кăçал Ф. Яковлев икĕ вырмара умлăн-хыçлăн районта чи нумай тĕш тырă вырса çапнă Олег Васильев механизотор ĕçленĕ комбайна каçалăка тăратрĕ-çке-ха. “Олег Юрьевичăн ятне тем тесен те çĕре ÿкерес марччĕ” тесех тăрăшрĕ. Юлса пыма юрамасть. Çавăнпа малтанхи кунсенчех хăйне шанса панă “Дон-1500Б” комбайна тухăçлă ĕçлеттерме çине тăчĕ. Чăн та, пĕрремĕш вырăншăн пĕр пĕрлешÿри икĕ ĕçтеш, Федор Яковлевпа Александр Петров хушшинче кĕрешÿ çав тери çивĕч пычĕ. Пĕр вăхăтра А. Петров Ф. Яковлевран иртме те пултарчĕ. Анчах… комбайн кăшт çĕмĕрĕлсе ларни Александр Анатольевича çитĕнĕве çирĕплетме май памарĕ. Ф. Яковлев пăрçа çапса унран иртме пултарчĕ, юлашкинчен тулă пуссинче те унăн ĕçĕ ăнчĕ. Çапла майпа Федор Яковлев кăçал 18688 центнер тĕш тырă çапса илсе, кун пекки унăн ĕç биографийĕнче çеç мар, халиччен район историйĕнче пулманччĕ-ха, “Вырма-2008” чемпионĕ ята тивĕçрĕ. Çав ятпа ăна хĕрÿллĕн саламлатпăр та.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика