АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăçта-ши эс, Ванюш?..

11 ноября 2008 г.

 

Паян çил иртенпех каçса кайса вĕрет. Чарăнасшăн та мар. Çил чăрсăрланиччен пĕр касă çумăр çуса иртрĕ. Чашлаттарчĕ кăна. Çĕр улми кăларма тухнăскерсем хăвăртах пÿртелле тапса сикрĕмĕр.

— Эх, мăнтарăн çумăрĕ чарăнма та пĕлмест хăть. Канмалли куна лăпланасчĕ хăть, — тарăхнине пытараймарĕ мăшăр.

Аслă ывăл, алла кĕреçе тытнăскер, çенĕкрен пĕрехмай пралук еннелле пăхрĕ. Çумăрĕ кăнтăр енчен шĕпĕртетет те. Тата пирĕнтен кăнтăр енче Ванюшăн йывăç çурчĕ вырнаçнă.

— Тунсăхлать халь çав çурт. Ванюш çуккишĕн макăрать, — тăруках сăмах хушрĕ Сергей. — Вилĕмĕ пăркăчларĕ çав.

Ялтах пурăнатчĕ-ха вăл. Çемьерен ăнмарĕ ăна. Иккĕ те авланса пăхрĕ. Пĕри амăшĕ хисеплеменнипе уйрăлса кайрĕ. Тепри, упăшки пур çĕртех, юттисем çине куç хыврĕ. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усранă Ванюш. Ĕне сунă. Çăкăр пĕçер-нĕ. Мăшкăла тÿсеймерĕ. Арăма хăваласа кăларса ячĕ. Кăçал аппăшĕ патĕнче çур çул пурăнчĕ. Аппăшĕ Чулхула облаçĕнчи пĕр районти ялта пурăнатчĕ. Час-часах чирлетчĕ Ванюш. Тен, çавăнпах та пуль, тăванĕ патĕнче хÿтлĕх тупрĕ. Çав хушăра кил-çуртне хам пăхрăм.

Çулла йăпăртлăха Пайсупин ялне килсе тухрĕ Ванюш. Тăван кĕтес хаклăрах-çке. Йăлтах йăвашланнăччĕ вăл. Сывлăш тухиччен килсе каяс тенĕ-ши?

Икĕ кун пулчĕ ялта. Туятăп-ха аран-аран сывлать хăй. Сыв-лăшĕ тухмасть, çине-çинех ÿсĕрет.

Пĕр кун мунча хутса кĕртрĕм. Аран-аран çăвăнкаларĕ мунчара. Сывлама та йывăр. Хырăмĕ усăнса аннă. Ах, çав тери хĕрхентĕм Ванюша.

— Ванюш, эсĕ çав тери йывăр чирлетĕн пулмалла. Мĕн пулнă-ха сана? — тесе ыйтасшăнччĕ эпĕ. — Мĕн кансĕрлентерет сана?

Виççĕмĕш кун Ванюша ăсатрăмăр. Питĕ кулянчăк сăн-питпе ларса кайрĕ вăл.

Тепĕр кун Чулхула тăрăхĕн-чен телефон шăнкăртатрĕ. Ванюшăн аппăшĕ — Лиза чăрмантарать-мĕн.

— Çăлаймарăмăр шăллăма. Васкавлă пулăшу машини çинчех сывлама пăрахрĕ. Организмра, шалта йăлтах пĕтнĕ вĕт. Больницăра çавна çирĕплетрĕç, — куççулĕпе чыхăна-чыхăна пĕлтерчĕ Лиза. — Питĕ шел…

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика