АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ентеш парнисемшĕн

11 ноября 2008 г.

 

Юпа уйăхĕн виççĕмĕш вунă кунлăхĕнче Кĕçĕн Шетмĕ вăтам шкулĕнче А. Н. Игнатьевăн призĕсене çĕнсе илессишĕн пысăк спорт уявĕ иртрĕ.

Андрей Игнатьев 1982 çулта Кĕçĕн Шетмĕре çуралнă. Шкул сакки çинче ларнă чухнех спорта килĕштернĕ, тĕрлĕ шайри ăмăртусене хутшăннă. 5-мĕш класра вĕреннĕ чухне 1500 метра чупса район чемпионатĕнче пĕрремĕш вырăн йышăннине халĕ те манмасть вăл. Ку пĕрремĕш пысăк çитĕнÿ пулнă-çке.

1996 çулта Андрей Шупашкарти Олимп резервĕсен училищине вĕренме кĕрет. Шел, чĕркуççи суранне пула ăна пăрахма, каялла шкула таврăнма тивет. Çапах та спортран уйрăлмасть вăл. Акă, Упи — Красноармейски чупура 1996—1998 çулсенче (виçĕ çул умлă-хыçлă) тантăшĕсем хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăнать. Çав çулсенчех çăмăл атлетсен республикăри чемпионатĕнчен çĕнтерÿçĕ пулса таврăнать.

Ентешĕн çар службинчи кунĕсем Мускав облаçĕнчи Ногинск хулинче иртеççĕ. Çар хĕсметĕнче пулнă чух спорт ăмăртăвĕсенче илнĕ хисеп грамотисемпе дипломсене халĕ те типтерлĕн упрать вăл. Икĕ çул салтак тивĕçне пурнăçланă хыççăн аслă сержант тăван яла таврăнать.

“Ачасем, спорта юратăр, унпа туслă пулăр. Вăл сывлăх парнелет, ĕçре те, вĕренÿре те пулăшать, çирĕп дисциплинăллă пулма хистет. Спортпа эпĕ пĕчĕклех туслашнă, вăл мана çын турĕ тесен те тĕрĕс пулĕ. Çитĕнÿсем тăвас тесен вара чылай тар юхтармалла, тренировкăсем пĕр вĕçĕм ирттермелле, сиенлĕ йăла-йĕркерен хăтăлмалла”, — терĕ Андрей Николаевич спорт уявне уçнă май.

Спорт ăмăртăвне шкулти пур класс та хутшăнчĕ.

Кĕçĕн классенче вĕренекенсем хушшинче И. Муравьева, И. Ришко (4-мĕш класс), Н. Козлова (3-мĕш класс), Г. Козлов, Э. Борисов малти вырăнсене йышăнчĕç. Вăтам классенчи хĕр ачасенчен Е. Яковлева, Т. Васильева (8-мĕш класс), З. Петрова (7-мĕш класс) çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç. Арçын ачасенчен вара Ан. Андреев, К. Кириллов (6-мĕш класс), М. Егоров (5-мĕш класс) палăрчĕç.

Хăвăрт утакансем хушшинче те çивĕч кĕрешÿ пычĕ. А. Афанасьева, Н. Афанасьев (3-мĕш класс), Э. Гаврилов, И. Ришко (4-мĕш класс), Т. Хайбуллина, К. Егорова (5-мĕш класс), А. Андреев (6-мĕш класс), И. Хайбуллина, З. Петрова (7-мĕш класс), Л. Леонтьев, Р. Хайбуллин, Д. Павлов (9-мĕш класс) спортăн çак енĕпе пысăк ăсталăх кăтартрĕç.

Ăмăртăва хутшăнакансене чыслама А. Игнатьев пысăк парнесем уйăрнă. Малти вырăнсене йышăннисем роликлă конькисене, футбол, волейбол мечĕкĕсене, фотоальбомсене ти-вĕçрĕç. Кашни класа тортпа хăналарĕ Андрей Николаевич. Тăван шкула та парнесĕр хăвармарĕ: шашка, шахмат комплекчĕсем, футбол, волейбол мечĕкĕсем, 5 пачка ксерокс хутне пачĕ.

Асăннă ăмăртăва Андрей Игнатьев çулсеренех ирттерме палăртать.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика