АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăхта-ха, Лариса...

11 ноября 2008 г.

 

Кăçалхи çанталăк çумăрлă. Куллен луткаран тăкнă евĕрех. Ĕçлеме те памасть. Виктор яла килнĕренпе иккĕмĕш кун ĕнтĕ. Амăшне çĕр улми кăларса пулăшасшăн вăл. Шăмат кун ирпе лĕпĕстетрĕ-ха çумăр. Кăштахран чарăнчĕ.

— Виктор, ирхи çумăр нумайлăха мар-ха. Атя, тухса кăштăртатар. Çумласа пăхар, — çенĕке тухнă ывăлне сăмах хушрĕ амăшĕ. — Турри çеç пулăштăр пире.

Амăшĕпе ывăлĕ анкартине тухрĕç. Çамрăках мар-ха Алиса кинемей. Кăçал сакăр вуннă тултарчĕ. Вăр-вар карчăк.

Викторпа амăшĕ анкартинче ĕçлеççĕ. Çĕр нÿрĕкех мар. Çумăр çиелтен çеç ислетнĕ. Çĕр улми авăрне те çумлама пулать. Хутран-ситрен çеç йыт пырши тапса тухнă касăсенче.

Кÿршĕсен анкартинче те амăшĕпе хĕрĕ. Лариса Виктор пекех Шупашкарта пурăнать. Халь отпускра. Виктор та канать.

Илĕртÿллĕ пит-куçлă çав Лариса. Сарă çÿç пайăркисем сенкер тутăрĕ айĕнчен, пытанайманскерсем, курăнаççĕ.

— Вăй патăр амăшĕпе хĕрне, — тăруках сăмах хушрĕ каччă. — Турă пулăштăр, Лариса.

— Спаççипă, — сасă пачĕ пикенсех ĕçлекен хĕр. — Ырă сăмахшăн…

Каçченех тăрăшрĕç кÿршĕсем. Хура пĕлĕтсем капланса килчĕç пулин те, чăрмантармарĕç ĕçлеме.

— Виктор, — эпĕ кĕрсе яшка çакса ярам хăть. Эсĕ тĕттĕмлениччен пуçтарса пĕтер-ха кăларнине. Марье, атя, çамрăксене чăрмантарар мар, — кÿршĕ хĕрарăмне аллипе сĕлтрĕ Алиса. — Атя!

Çамрăксем шăкăлтатса ĕçлерĕç. Сăмах çăмхи çине-çинех сыпăнчĕ иккĕшĕн. Ĕç çинчен юрату çине те куçрĕ.

— Лариса, эпĕ пуçтарса та, тулли михĕсене çĕклесе те пĕтертĕм. Халь сана пулăшăп. Унсăрăн сĕм тĕттĕмре çĕр улмине те тупаймăпăр, — хĕр умне пырса тăчĕ каччă. — Эх, ытла чипер-çке эсĕ.

Ларисăпа Виктор паянччен юрату пирки сăмах пуçарманччĕ-ха. Пĕрин те, теприн те савнийĕсем çук. Анкартинче вара юрату кăварĕ вăй илчĕ. Каччă хĕре çÿхе тутисенчен хуллен чуп турĕ. Пилĕкĕнчен çепĕççĕн çупăрларĕ.

— Лариса, чун-чĕре тĕпренчĕкĕ эсир. Пĕр çулхисем пулин те, унччен пĕрле юрату çăмхине сÿтмен пулин те, кĕçĕртен уйрăлмастăпах санран. Ĕмĕрлĕхех манăн пулăн, — анкартипе килĕ еннелле утрĕç каччăпа хĕр. — Лариса, тăхта-ха.

Отпуск васкавлă иртрĕ. Каçсеренех пĕрле курнăçрĕç Викторпа Лариса. Ывăлĕпе хĕрĕ хушшинче чăн-чăн юрату хăвачĕ вăй илнине амăшĕсем те пĕлчĕç.

Каярахпа вара туй шыльăкпах авланасси пирки хыпар-хăнар та сарăлчĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика