АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уяв ячĕпе, тус-тăванăмăрсем

11 ноября 2008 г.

 

Асăннă куна чăн малтан Америкăра,1968 çулта, куç курманнисене пулăшас тĕллевпе ирттернĕ. Пĕтĕм тĕнчери куç курманнисен федерацийĕ вара асăннă уява паллă тăвассипе йышăну кăларнă. Ун хыççăн Францире тата Раççейре куç курманнисене вĕрентес тĕлĕшпе пĕрремĕш шкулсене уçнă. Вĕсене Валентин Гаюине (13.11.1745 ç.) çуралнă куна халалланă.

Раççейре куç курманнисен кунне 1987 çулта паллă тума пуçланă. Пирĕн çĕр-шыври куç курманнисен обществи (ВОС) çак кун влаçра ларакан представительсемпе тĕл пулусем йĕркелет, обществăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарать, куç курманнисен ыйтăвĕсемпе нушисене тивĕçтерессишĕн ĕçлет.

Халь Трак тăрăхĕнче 100-е яхăн куç курман е япăх куракан инвалид пурăнать. Çав йышра 57 инвалид — ВОС членĕсем. Асăннă обществăра учетра тăманнисен шутĕнче ытларахăшĕ 3-мĕш ушкăнри инвалидсем. 2007 çулччен куç курманнисен обществин членне 3-мĕш группăри инвалидсене учета илме тăрăшман. ВОСăн ХХ сăезчĕ йышăннă Уставпа килĕшÿллĕн, 3-мĕш группăри инвалидсене обществăн ĕçĕ-хĕлне явăçтарма пуçланă.

Мĕн тума кирлĕ-ха куç курманнисене ВОС организацийĕ? Çакăнта “пĕччен сурсан типсе пырать, йышпа сурсан кÿлĕ пулать” текен ваттисен сăмахĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. ВОС организацийĕ куç курман инвалидсем умне тухса тăракан йывăрлăхсене ирттерсе яма, пурнăçри тĕрлĕрен нушасене çĕнтерме майсем тупса пама тăрăшать, алла специальноçсем илме пулăшать. ВОСăн санаторийĕсенче те сипленме, канма пулать.

Çавăнпа та Трак тăрăхĕнчи ялсенче пурăнакансене, куç курман е япăх куракан инвалидсене пирĕн организацине пырса учета тăма сĕнесшĕн. Адресĕ: Красноармейски ялĕ, Çĕнтерĕве 30 çул урам, 20-мĕш çурт. Йышăнмалли кун — ытлари кун.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика