АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ентеш ятне памаллах

11 ноября 2008 г.

 

Кăçалхи утă уйăхĕнче эпир хамăр паллă ентеш, СССР Патшалăх премийĕн лауреачĕ, Раççей халăх артисчĕ, Чăваш тата Дагестан АССРĕсен искусствисен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Ф. М. Лукин композитор çуралнăранпа 95 çул çитнине чыслăн паллă турăмăр.

Ф. Лукинпа эпĕ 1959 çултанпа çыхăну тытма пуçларăм. Ун чухне эпĕ Мăн Шетмĕ вăтам шкулĕн вуннăмĕш класĕнче вĕренеттĕм. Çав вăхăтрах юрăсем кĕвĕлеттĕм. Музыка çырулăхне мана виççĕмĕш сыпăкри пичче, Кушкă ялĕнче çуралнă М. Ильин вĕрентрĕ. Эпĕ хам тĕллĕнех баянпа чăваш юрри-кĕввисене калаттăм. Вăл çулсенче Михаил Ильич Красноармейскинчи вăтам шкулта истори предметне вĕрентетчĕ. Аслă юлташ тата тăван пулнă май М. Ильин хваттерне час-часах кайса çÿренĕ эпĕ. Унта юрă-кĕвĕ тусĕ К. Архипов та пурăнатчĕ.

Пĕррехинче Ильинсен хваттерне çитрĕм, кил хуçине тĕл пулаймарăм. Хваттерте баян сасси илтĕнет. Шала кĕтĕм те К. Архипов баянпа выляса ларнине асăрхарăм. Константин Архипович хăй кĕвĕленĕ “Сарпике” юрăпа ĕçлет иккен. Унччен те пулмарĕ вăл хăйĕн “Ан хумхан, çăкалăх” юррине уççăн шăрантарса ячĕ. Ун хыççăн К. Архипов “Кăн-кăвак килсессĕн шуçăм”, “Портрет” юррисене вылярĕ.

М. Ильин та юрă хыççăн юрă кĕвĕлетчĕ, вĕсене пĕрре çеç мар итлесе савăннă эпĕ. Унăн “Çĕмĕртсем, çĕмĕртсем”, “Кÿршĕ ял хĕрне”, “Кăвакарчăнсем”, ытти юррисем халĕ те асăмра. Аслă юлташсем мана пултарулăх лаççинче татах хавхалантарса пычĕç.

Пĕррехинче М. Ильин Кушкăна пырсан пирĕн пата килчĕ. Юлашки вăхăтри манăн çĕнĕ ĕçсемпе паллашрĕ. Эпĕ ăна хаваспах баянпа хам кĕвĕленĕ “Кĕтетĕп”, “Шупашкар каçĕ”, “Иккĕн тан çÿрерĕмĕр”, “Сана курсан” юрăсене юрласа патăм. Вăл ман юрăсене кăштах юсанă хыççăн Шупашкара Ф. Лукин композитор патне ярса пама хушрĕ, килти адресне çырса пачĕ. Ун чухне вăл ЧАССР композиторĕсен Союзĕн председателĕнче ĕçлетчĕ. М. Ильинпа К. Архипов та аслă вĕрентекенĕмĕрпе çыхăну тытса пурăннă. Вĕсем хавхалантарнипе алла ручка тытрăм, пысăках мар çыру çыртăм, унпа пĕрле ентеш патне “Ирсерен кураттăм” юрра ярса патăм. Эрне иртрĕ-и, Ф. Лукинтан çыру илтĕм, питĕ савăнтăм. Конвертлă çырăва уçрăм. Хут çинче “Союз композиторов ЧАССР” текен штамп ларать. Çырура çапла çырнă: “Степанов юлташ! Çырăвна илтĕм, хуравне çийĕнчех çыратăп. Юрруна пăхса тухрăм. Юрри аван, анчах хăш-пĕр вырăнта пĕр-икĕ нотине улăштартăм. Халĕ аван янăрать. “Ирсерен кураттăм” юрруна “Çамрăк коммунист” хаçатра пичетлеме пултаратăн. Ф. Лукин”.

Нотăллă юрă айне “юрри аван. “Çамрăк коммунист” хаçатра пичетлеме сĕнетĕп” тесе алă пуснă. Çапла вара эпĕ Ф. Лукинпа çыру урлă паллашрăм. “Ирсерен кураттăм” юрра республика хаçачĕ кун çути кăтартрĕ.

1959 çулхи хĕлле эпĕ комсомол путевкипе Магнитогорск хулине ĕçлеме тухса кайрăм. Унтах электросварщик специальноçне алла илтĕм. Пушă вăхăтра завод çумĕнчи культура керменĕнче чăваш хĕрĕсемпе каччисенчен хор йĕркелерĕм. Общежитинче те пултарулăх каçĕсем валли хĕрарăмсемпе репетицисем ирттереттĕмччĕ. Çав вăхăтрах çĕнĕрен те çĕнĕ юрăсем кĕвĕлерĕм, вĕсене çийĕнчех Ф. Лукина ярса параттăм. Филипп Миронович юрăсене хăш-пĕр тÿрлетÿсем туса çийĕнчех “Çамрăк коммунист” хаçата кайса паратчĕ. Çакăн çинчен çырупа хуравлатчĕ. Редакци вара пичетленĕ юрăллă хаçатсене Магнитогорска ярса паратчĕ.

1961 çулхи çулла тăван ялта отпускра пултăм, хампа пĕрле çĕнĕ 3 юрă илсе килтĕм. Вĕсене Ф. Лукина кăтартма çийĕнчех Шупашкара илсе кайрăм. Вăл пурăнакан хваттере шыраса тупрăм. Хумханатăп. Чĕре кăрт! кăрт! сикет. Хăйĕнпе нихăçан та курса калаçман-çке, çыру тăрăх çеç пĕлетĕп. Тепĕр самантран алăсем хăйсемех шăнкăрав кнопки патне пычĕç. Кăштахран хваттер алăкне вăтам пÿллĕ, 50 çулсенелле çывхаракан арçын уçрĕ. Эпĕ хампа паллаштартăм.

— Апла эсĕ Урал тăрăхĕнчен килнĕ хăна, — терĕ вăл мана алă тытса. Малалла иртме сĕнчĕ. Хăйĕн ĕç пÿлĕмĕнче калаçу пуçартăмăр. Филипп Миронович манăн пурнăçпа, ĕç-хĕлпе интересленчĕ. Унăн пÿлĕмĕнче пысăк рояль ларать, шкафра вуншар тĕрлĕ кĕнеке. Сĕтел çинче телефон, юрăсен нотисем выртаççĕ. Вăл рояль умне ларчĕ те юлашки вăхăтра кĕвĕленĕ çĕнĕ юррисемпе паллаштарчĕ. Патриотла юрăсем лирикăллисене улăштарчĕç. Эпĕ Ф. Лукина хăйĕн темиçе юррине Уралти чăваш хорĕ валли парса яма ыйтрăм. Вăл çывăх вăхăтрах çĕнĕ юрăсен пуххи тухасса пĕлтерчĕ, ăна хаваспах Магнитогорска ярса пама пулчĕ. Мĕн тетĕр, эпĕ ялтан асăннă хулана çитнĕ çĕре бандерольпе паллă композиторăн “Атăл каччи-хĕрĕсем” ятлă юрăсен кĕнеки çитсе те выртнă. Ф. Лукинпа уйрăличчен эпĕ ăна хамăн “Хĕр тунсăхĕ”, “Ан тирке мана эс”, “Ан кĕттерччĕ, тусăм” юрăсене кăтартрăм. Вĕсене вăл тимлĕн пăхса тухрĕ, хăш-пĕр тÿрлетÿсем турĕ, хаçат-журналта пичетлеме сĕнÿ çырса пачĕ.

— Санăн “Кĕтетĕп”, “Иккĕн тан çÿрерĕмĕр” юррусене Чăвашрадиона сĕнтĕм, ăна хĕрарăмсен квартечĕ шăрантарать, унта кайса фонотекăра итлесе пăхма пултаратăр, — терĕ Филипп Миронович.

Вăл мана ăшшăн ăсатса ячĕ, пĕрехмай çыхăну тытма хушрĕ.

Пилĕк çул ĕçлерĕм эпĕ Урал тăрăхĕнче. Тăван ене отпуска килмессерен Ф. Лукин патĕнче пулма тăрăшаттăм.

Тăван республикăна таврăнсан эпĕ Çĕрпÿ хулинче, Муркашри культура çуртĕнче ĕçлерĕм. Çав çулсенче пирĕн çыхăнусем татах çирĕпленчĕç. Ф. Лукин ятарласа муркашсем валли “Муркашсен юрри” кĕвĕлерĕ. Ăна эпир хамăр хорпа виçĕ сасăпа юрлама хатĕрлесе çитертĕмĕр. Ăна итлеме ятарласа Ф. Лукин Муркаша килнĕччĕ. Аван йышăнчĕ юрра вăл, хор коллективне тав турĕ. Çав концертра эпир ентешĕн тата 5 юррине халăх умне кăларнăччĕ.

1971 çулта эпĕ тăван Кушкă ялне таврăнтăм. Мăшăр тăван хуçалăхра, эпĕ Мăн Шетмĕ вăтам шкулĕн музыка учителĕнче, Кушкăри культура çуртĕнче ĕçлеме пуçларăмăр. Пĕр вăхăт Карай шкулĕнче ĕçлеме тÿр килчĕ. Ф. Лукинпа çыхăну тытсах тăнă.

Ф. Лукин тăван районшăн, республикăшăн калама çук пысăк ĕç туса хăварчĕ. Çавăнпа та, ман шутпа, Красноармейскинче халĕ çĕкленекен урамсенчен пĕрне, районти ачасемпе çамрăксен шкулне унăн ятне памаллах. Çакă вăл халĕ пурăнаканнисенчен паллă ентеше хисеплени пулĕ те.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика