АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăвашла сăмахлать Андриян

11 ноября 2008 г.

 

Ку тĕл пулура амăшĕпе ывăлĕн чăвашла таса калаçăвĕ савăнтарчĕ.

Красноармейски ялĕ чăпар кĕркунне ытамĕнче. Куллен кăнтăрлаччен урамсенче ăçта пăхнă çавăнта çын куçать. Кашнин хăйĕн ĕçĕ ĕнтĕ. Акă, пасар çывăхĕнче амăшĕпе ывăлĕ утаççĕ. Шăкăл-шăкăл калаçаççĕ хăйсем. Вĕсен калаçăвне хăлхана чикрĕм.

— Анне, — тет пĕчĕкскер, эпир те пасара кĕрсе тухатпăр-и?

— Тухатпăр, тухатпăр, — ывăлне йăпатать çамрăк хĕрарăм.

— Уй! Çынсем йышлă кунта. Пирĕн ялта ун чухлĕ çук, — татах сăмахлать арçын ача.

— Ку район центрĕ çав. Красноармейски теççĕ, — ăнлантарать амăшĕ.

Тÿссе тăраймарăм. Чăн-чăн чăвашла таса калаçаканскерсемпе çывăхрах паллашас терĕм.

Амăшĕпе ывăлĕ Çырмапуçĕнчен-мĕн. Район центрĕнчи “Чебурашка” садике вырнаçма килнĕ Андриян. Октябрь уйăхĕнче пилĕк çул тултарнă. Унăн амăшне Зинаида Радиковна Васильева тесе чĕнеççĕ. Ялта Андриянăн кукамăшĕпе кукашшĕ пурăнаççĕ.

— Эсир чăвашла питĕ çепĕç сăмахлатăр. Кам-ха сире çапла таса калаçма хăнăхтарать? — ыйтуллăн пăхрăм Андриян çине.

— Анне тата кукамайпа кукаçи, — терĕ пĕчĕк ача.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика