АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Оля аппа

11 ноября 2008 г.

 

Çĕньял Чуракассинче çуралнă О. Л. Львова ку тăрăхра çулĕсемпе чи ватти.

Ял-йыш ăна, çулĕсемпе чи ваттисенчен пĕрне, ĕçпе тыл ветеранне, хисеплесе аслă Оля аппа тесе чĕнет. Тăхăр вун тăватă çул каялла Çĕньял Чуракасси ялĕнче çуралнă Ольга Львовна Львова. Ватти-вĕттипех сума сăвать ăна. Хăйĕн вăрăм ĕмĕрне халăх сывлăхне сыхлас ĕçе панă ырă çыннăмăр.

Çулĕсене пăхмасăр Оля аппа çивĕч куçлă, ăслă-тăнлă. Халĕ те килте çĕр улми, пахча çимĕç лартса çитĕнтерет. Икĕ-виçĕ çул каялла выльăх-чĕрлĕх те усранă вăл.

Ольга Львовна йышлă çемьере çитĕннĕ. Тăватă пиччĕшĕпе икĕ аппăшĕ çутă тĕнчере çук ĕнтĕ. Кĕркури пиччĕшĕ ялта сад ĕрчетнĕ, хурт-хăмăр ăсти пулнă. Вăл çитĕнтернĕ сад халĕ те упранать-ха. Çтенкки пиччĕшĕ ялти пуçламăш шкулта учительте ĕçленĕ. Михала пиччĕ-шĕ Аслă Отечественнăй вăрçă-ран таврăнман. Микулай пиччĕ-шĕ Алтай крайĕнчи пĕр ялта канлĕх тупнă. Ăна юлашки çула ăсатма Ольга йăмăкĕ те хутшăн-нă. Марфа аппăшне те Çĕпĕрте пытарнă. Пăлаки аппăшĕ Канаш районĕнчи Шуркасси ял совет ĕçтăвкомĕн секретарĕнче, йыснăшĕ Николай Леонтьевич хуçалăх председателĕнче ĕçленĕ. Вĕсем сĕннипе Ольга Львовна Канашри медицина училищине вĕренме кĕрет. Вăл тапхăрта пирĕн тăрăхра трахома чирĕ алхаснă. Ентеш трахома сестри специальность туянать. Ăна направленипе ĕçлеме Йĕпреç районне яраççĕ. Вăл ялтан яла çитнĕ, кĕрсе тухман кил те юлман пулĕ.

1937 çулта çамрăк медсестрана шăпа Инçет Çĕпĕрти Обь юхан шывĕ хĕрринчи Пахтовая салине илсе çитернĕ. Унта чăвашсем нумай пурăннă. 33 çул ĕçленĕ Ольга Львовна тайгари районта. Унăн куçĕ умĕнчех пурнăç çĕнелсе улшăннă, вăл ывăнма пĕлмесĕр тăрăшнипе çĕр-çĕр çын усал чир асапĕнчен çăлăннă. Хăй те вĕреннĕ, куç чирĕсенчен сиплемелли çĕнĕ меслетсене алла илнĕ. Черепаново хулинче вĕренсе фельдшер-окулист дипломĕ илнĕ. Каярах Новосибирск облаçĕн Пихтовка сали уншăн иккĕмĕш тăван çĕр-шыв пулса тăнă.

Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланнă. Ольга Львовнăн мăшăрĕ А. Михайлов капитан, Çĕрпÿ районĕнчи Вутлан ялĕнче çуралнăскер, Пихтовка комендантĕнче ĕçленĕ. Халăх хушшинче тивĕçлĕ йĕрке тытса тăма чылай вăй хунă. Ăна Пихтовка масарĕ çине пытарнă.

1970 çулта, тивĕçлĕ канăва тухсан, О. Львова тăван тăрăха таврăнать. Хĕрĕх çула яхăн Çĕньял Чуракассинче пурăнать. Пиччĕшĕн ачисем тăтăшах килсе çÿреççĕ, пулăшаççĕ. Хастар та тÿрĕ кăмăллă ĕçленĕшĕн ăна хисеп грамотисемпе, “1941—1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн” медальпе, ытти наградăсемпе чысланă.

Çитес çулхи январьте 95 çул тултаракан ватă хĕл каçма Чатукассинчи ватăсен çуртĕнче вырăн тупрĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика