АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чиперкке, спортсменка, активистка

11 ноября 2008 г.

 

Зинаида Никонорова 25 çул ĕнтĕ трактор тăвакан заводра вăй хурать. Вăл ĕçре те, спортра та пултаруллă. Ун пирки Шупашкарти тракторсем тăвакан заводри “Тракторостроитель” хаçатра статья пичетленнĕ. Зинаида — Раççейри обществăлла корреспондентсен союзĕн членĕн, районти “Ял пурнăçĕ” хаçатăн активлă çыравçин, Йÿçкассинчи А. П. Тимофееван аслă хĕрĕ. Çавăнпа та ку статьяна хамăр хаçатра куçарса пичетлетпĕр.

Зинаида хăйĕн ĕç биографине маляртан пуçăннă. Спортпа туслă пулнă, пушă вăхăтра чупма юратнă. Заводра кроссем ирттернĕ вăхăтра ăна асăрханă та “Советская Чувашия” хаçат эстафетинче заводăн пĕрлештернĕ командине хÿтĕлеме сĕннĕ. Çав вăхăтран тытăнса Зинаидăна заводăн пĕрлештернĕ командин йышне кĕртеç-çĕ. Юлашки çулсенче вăл ветерансен командишĕн чупать.

Талантлă çăмăл атлет тĕрлĕ ăмăртусенче пĕрре çеç мар çĕнтернĕ. Тĕп çитĕнÿ сакăр вуннăмĕш çулсен вĕçне килнĕ. Тепĕр вунă çултан З. Никонорова каллех хăйĕн çинчен асилтернĕ, 2001—2003 çулсенче виçĕ хут умлăн-хыçлăн пĕрремĕш вырăн йышăннă.

“Тракторостроитель” хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн пынă йăлана кĕнĕ ăмăртусене Зина хутшăнманни халиччен пулман. Ачисене те çитĕннĕ вăхăтрах спорта юратма вĕрентнĕ, вĕсемпе пĕрле вăл çемье старчĕсене хутшăннă. 1996 çулта Никоноровсен çемйи Раççейĕн пĕрремĕш Президенчĕн парнисене çĕнсе илессишĕн çемьесем хушшинче Шупашкарти залив хĕрринче иртнĕ эстафетăра иккĕмĕш вырăн йышăннă, парне — телевизор — çĕнсе илнĕ.

Паян та сборка цехĕ, унта З. Никонорова ĕçлет тата унăн чысне хÿтĕлет, заводăн чи массăллă ăмăртăвĕнче, Трактор тăвакансен проспектĕнче ирттерекен эстафета чупăвĕнче çĕнтерÿçĕ ята тивĕçет. Пирĕн Зинăна мĕнле кăна ăмăртура курмастăн: шывра ишессипе, кросс тата йĕлтĕрпе чупассипе, спорт ориентированийĕ, волейбол енĕпе ирттерекеннисенче. Çут çанталăк ăна вăйне те, çивĕчлĕхне те панă, çавна май вăл яланах призлă вырăнсене йышăнать.

Никонорова спортра та, ĕçре те маттур. Сборка цехĕнчи производствăпа диспетчер бюровĕн (ПДБ) начальникĕ пулнă май, вăл мĕн пур маркăллă тракторсене комплектлассишĕн яваплă. Производство ыйтăвĕсене татса парассишĕн çине тăрать, çирĕп тĕллевлĕх кăтартать. Çакăнта ăна спортра пиçĕхни пулăшать те.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика