АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аталану çулĕпе утмалли майсем

11 ноября 2008 г.

 

Ял хуçалăх предприятийĕсем, 9 уйăхри ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ май, 2008 çула мĕнле кăтартусемпе вĕçлессине те палăртрĕç. Çулталăк хушшинче ял хуçалăх продукчĕсем сутса тунă укçа хисепĕ 170 миллион тенкĕне çитмелле, вĕсен хăй хаклăхĕ 150 миллион тенкĕне яхăн пулмалла. Виçĕ хуçалăхсăр пуçне ыттисем çулталăка тупăшпа вĕçлемелле.

Хальхи вăхăтра аш-какай рынокĕнче пулса пыракан хаксем хуçалăхсенче ку продукцине туса илнĕ чух пулакан тăкаксене саплаштараймаççĕ. Чăн та, аш-какай сутса пулакан тăкаксене чакарассипе хуçалăхсенче те ĕçлемелли нумай. Малтанах кунта выльăхсен талăкри ÿт хушаслăхне ÿстерсе пыни кирлĕ. 9 уйăх хушшинче мăйракаллă шултра выльăхсен талăкри вăтам ÿт хушаслăхĕ районĕпе 492 грампа танлашнă, сыснасен — 300 грампа. Паллах, çакăн пек кăтартусемпе йÿнĕрех аш-какай туса илме, ăна сутса тупăш тума йывăр. “Караево” хуçалăхпа “Красное Сормово” пĕрлешÿн тĕслĕхĕсемпе мăйракаллă шултра выльăхсене талăксерен вăтамран — 650—800-шер, сыснасене 400—500-шер грамм ÿт хуштарма тăрăшмалла.

“Тыр-пул туса илессипе ĕçлеме те усăллă мар”, теççĕ хăш-пĕр хуçалăхсен ертÿçисем. Ку пачах та тĕрĕс мар. Çакна кăçал тĕш тырăпа çĕр улми рынокĕсенче пулса пыракан хаксем те çирĕплетеççĕ. Тĕш тырăпа çĕр улми сутса районĕпе вăтамран рентабельлĕх 50 процентран иртмелле, тепĕр майлă каласан, кашни тăкакланнă 1 тенкĕ хуçалăх кассине таврăнмалла тата хăйпе пĕрле тепĕр 50 пус ытла укçа илсе килмелле.

Кăçал районти хуçалăхсенче 20 пин тонна ытла тĕш тырă туса илнĕ. Ку — юлашки çулсенчи чи пысăк кăтарту. Гектарти вăтам тухăç 19,7 центнерпа танлашрĕ. Анчах та çакна та палăртмалла: “Герой” пĕрлешÿпе “Мичуринец”, “Новая сила”, “Восток” хуçалăхсенче тĕш тырă тухăçĕ 10 центнертан та пĕчĕкрех, е тепĕр майлă каласан, вăл пысăк тухăçлă хуçалăхсенчен 2,5 хут, е унран та ытларах пĕчĕк. Çакă районта тĕш тырă туса илес ĕçре усă курман пысăк резервсем пуррине пĕлтерет.

Задача Çапла тăрать: çитес çулсенче çĕр ĕçне агротехника ыйтнине тĕпе хурса пурнăçласа пырса, вăрлăх пахалăхне палăрмаллах лайăхлатса, минераллă удобренисемпе туллин усă курса, тĕш тырăсен лаптăкне 13 пин гектара (1990 çулсен пуçламăшĕнчи шая) çитерсе, районĕпе 28—30 пин тоннăна яхăн тĕш тырă илессишĕн кĕрешĕве тухмалла. Çавăн чухлĕ тырă хуçалăхсен экономикине çирĕплетме те, обществăлла тата халăхăн вы-льăхĕсене концентратлă апатпа тивĕçтерме те çитмелле.

Уйрăм хуçалăхсем çĕр улми тухăçне ÿстерессипе чылай ĕçсем туса ирттерчĕç. Районĕпе вăтам тухăç 252 центнерпа танлашрĕ. “Янмурзино” хуçалăхпа “Бахча” пĕрлешÿре ку кăтарту 300 центнертан та иртрĕ. “Таябинкăпа” “Янмурзино”, “Бахчапа” “Караево”, Л. Артемьев ХФХ çĕр улми сутса хăйсен экономикине чылай çирĕплетрĕç. Палăртмалла, çитес çулсенче çĕр улми туса илессипе ĕçлекен “Таябинка”, “Янмурзино”, “Бахча” тĕслĕхĕсемпе хуçалăхсен çĕнĕ, малта пыракан технологине ĕçе кĕртме çине тăмалла, çак ĕçре кирлĕ ял хуçалăх техникине туянса, вĕсемпе пĕлсе усă курмалла.

Хуçалăхсен малашлăхĕ, ĕçсене вăхăтра туса ирттересси, ĕç тухăçлăхне хăпартасси ял хуçалăх техникине çĕнетсе пынипе тÿрремĕнех çыхăннă. “Янмурзино”, “Караево”, “Гигант” хуçалăхсемпе “Таябинка”, “Красное Сормово” пĕрлешÿсен ертÿçисем çак чăнлăха ăнланса ĕçлесе пыраççĕ те.

Техникăна çĕнетме кăçал ял хуçалăх предприятийĕсем 45 миллион тенкĕпе усă курнă. Çапах та ку паянхи кун ыйтăвĕсене тивĕçтереймест. Хуçалăхсенче çав-çавах 15—18—20 çул ĕçленĕ комбайнсемпе тырă вырма лекет. Çавна пула кашни гектар пуçне сахалтан та 4—5 центнер тырă çухалать. Укçа çине куçарсан, çак çухату 20—25 миллион тенкĕпе танлашать. Çулленех запас пайсем туянма 18—20 миллион тенкĕ укçа каять. Çаксене тата хуçалăхсенче çулсеренех ĕç вăйĕ чакса пынине шута илсе, ял хуçалăхĕнчи тĕп ĕçсене çине тăрсах механизацилемелле. Инвестици кредичĕсемпе, лизингпа тата ытти мĕн пур майсемпе усă курса, тухăçлă ĕçлекен техника çулсеренех туянма тăрăшмалла.

Кăçал районти уйрăм хуçалăхсем патшалăх енчен паракан пулăшупа туллин усă курма тăрăшрĕç. 9 уйăх хушшинче районти ял хуçалăх предприятийĕсем Раççей Федерацийĕпе Чăваш Республикин бюджечĕсенчен пурĕ 13 миллион та 169 пин тенкĕ пулăшу илме пултарчĕç. Çулталăк вĕçлениччен хуçалăхсене тепĕр 4 миллион тенкĕне яхăн укçа пырса кĕмелле. Çакă вĕсем кăçал курнă тăкаксен пĕр пайне саплаштарма майсем туса парать.

Малтан шутласа пăхнă тăрăх, ял хуçалăх предприятийĕсем продукци туса илме тунă тăкаксен хисепĕ кăçал 192 миллион тенкĕне çитмелле. Çапла вара патшалăх енчен паракан пулăшу хисепĕ мĕн пур тăкаксен 9 процентне яхăн саплаштарма çитет. 3—4 çул каялла ку кăтарту 5—6 процентпа танлашнăччĕ.

Выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарма ăратлă выльăх илнин пĕр пайне саплаштарма хуçалăхсем 3 миллион та 72 пин тенкĕ пулăшупа усă курнă (пĕтĕм пулăшун — 23 %). Уйрăмах çак ĕçре “Нива”, В. Васильева ХФХ, “Волит”, “Караево" хуçалăхсем тĕллевлĕ ĕçленине палăртмалла. Вĕсенче илнĕ субсиди хисепĕ 416,4— 442,6—650,8—695,4 пин тенкĕпе танлашать.

Минераллă удобренисен хакĕсем ÿссе кайнине шута илсе, кăçал патшалăх енчен удобренисем илсе тăкак курнин уйрăм пайне бюджетсен укçи-тенкипе саплаштарнă. Çакăнта 9 уйăхра пурĕ 3 миллион та 200 пине яхăн тенкĕ укçа уйăрнă. Тепĕр майлă каласан, удобренисем илсе тунă тăкаксен 40 процентне ытла бюджетран саплаштарнă.

Вăрлăха çĕнетесси, элитлă вăрлăх туянасси районти хуçалăхсенче кирлĕ пек пулса пыманнине палăртмалла. Пахалăхлă, элитлă вăрлăх хисепĕ ял хуçалăх предприятийĕсенче 10 процентран та сахалрах. Çав вăхăтрах асăннă ĕçе лайăхлатас çĕрте патшалăх паракан 497 пин тенкĕ пулăшупа кăна усă курнă. Вăрлăха çĕнетессипе районта “Караево”, “Нива”, “Янмурзино” хуçалăхсемпе “Таябинка”, “Кр. Сормово” пĕрлешÿсем, В. Васильева хресчен-фермер хуçалăхĕ çеç тăрăшнă. Задача Çапла тăрать: хуçалăхсен ертÿçисемпе специалисчĕсен тÿснĕ тăкаксен уйрăм пайне саплаштарма бюджетран паракан укçапа туллинрех усă курмалла.

Тепĕр хумхантаракан ыйту — районта пурăнакансем хăйсен хушма хуçалăхне аталантарма илнĕ кредитсемпе туллин усă курманни. 2006—2008 çулсенче банксем урлă хушма хуçалăхсене вăй илсе аталанма, выльăх-чĕрлĕх туянма 130 миллион тенкĕне яхăн çăмăллăхлă кредитсем илнĕ. Кăçалхи 9 уйăхра кăна РФ тата ЧР бюджечĕсенчен илнĕ кредитсемпе усă курнăшăн тăкаксен уйрăм пайне саплаштарма 7 миллион та 100 пин тенкĕ укçа уйăрнă. Анчах та хушма хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕхе çитĕнтерес, вĕсен шутне хушас ĕçре кăçал уйрăм йывăрлăхсем тухса тăчĕç. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан, мăйракаллă шултра выльăхсен йышĕ — 347, сыснасен 1194 пуç чухлĕ пĕчĕкленнĕ. Унăн уйрăм сăлтавĕсем паллă: пĕрремĕшĕнчен, ялта пурăнакан çынсем ватăлса пыраççĕ, иккĕмĕшĕнчен, кăçал сĕт, аш-какай хакĕсем тивĕçлĕ шайра пулманни. Çапах та тухса тăнă çак лару-тăрăва ăнланса илсе, ăна лайăхлатас тĕллевпе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен пурин те шутламалли нумай. Чи малтанах ялсенче пурăнакансене выльăх-чĕрлĕх валли апат хатĕрлеме пулăшни кирлĕ, уйрăмах концентратлă апатсемпе. Çуллахи вăхăтра выльăхсене кĕтсе çÿреме уйрăм лаптăксем уйăрсан та вырăнлă пулмалла. Ялта пурăнакансене ветеринари пулăшăвĕ парассине те лайăхлатмалла. Кăçалхи çул 9 уйăхра ялсенче 40 пуç ĕне выльăх вилнĕ. Хакĕсем те, уйрăмах сĕтĕн, çулталăк хушшинче уйăхсеренех улшăнаççĕ. Кĕçех, пĕлтĕрхи пекех, ноябрь, декабрь, январь уйăхĕсенче сĕт хакĕ палăрмаллах ÿсмелле.

Хальхи вăхăтра халăх сутакан выльăхсен чылай пайне коммерсантсем илеççĕ. Çав вăхăтрах районти ял хуçалăх предприятийĕсем халăхран выльăхсем илме васкамаççĕ. Хуçалăхсенче выльăх йышĕ чакнине шута илсе, тĕрлĕ майсемпе усă курса (укçан, тырăпа тата ытти те) халăхран выльăх-чĕрлĕх туянни питĕ вырăнлă.

Хуçалăхсенче ĕçшĕн тÿлес йĕркене çĕнĕлĕхсем кĕртсе, ĕçлекенсене пурлăхпа мораль тĕлĕшĕнчен хавхалантармалли майсене ĕçе кĕртсе, вĕсен ĕç укçине ÿстерсе пырасси паян çивĕч ыйтусенчен пĕри пулса тăрать. Юлашки вăхăтра финанс тытăмĕнче пулса пыракан пулăмсем тата вĕсемпе çыхăннă инфляци ÿсни те пире çак ĕçсене туса ирттерме хистет.

Кăçалхи 9 уйăхра ял хуçалăхĕнче вăй хуракансен уйăхри вăтам ĕç укçи 4539 тенкĕпе танлашрĕ. Пĕтĕмпе ĕçшĕн тÿлеме 26 миллион тенкĕ укçа кайнă. “Караево”, “Нива” хуçалăхсемпе “Кр. Сормово” пĕрлешÿ ертÿçисем ĕçшĕн тÿлес ыйтăва яланах, пысăк вырăна хурса, тивĕçлипе татса параççĕ. Анчах та уйрăм хуçалăхсен (“Новая сила”, “Рассвет”, “Мичуринец” тата ытти те), производство кăтартăвĕсене ÿстерсе пырса, ĕçлекенсен ĕç укçин виçине ÿстерме майсем шырамалла.

Çитес çултан ĕç укçин уйăхри чи пĕчĕк виçи 4330 тенкĕпе танлашмалла. Çавăн пекех тарифлă сеткăсемпе, разрядсемпе тÿлесси пăрахăçа тухмалла. Çаксене шута илсе, хуçалăхсенчи экономикăпа бухгалтери службисенче вăй хуракансен ял хуçалăх отраслĕсенче ĕçлекенсене ĕçшĕн тÿлес йĕркене пăхса тухса, çĕнĕлĕхсем кĕртме çине тăмалла.

Ĕçшĕн тÿлессине ÿстерсе пырас çĕрте производство кăтартăвĕсене хăпартса пыни, продукцине йÿнĕрех хакпа туса илни, ĕç тухăçлăхне палăрмаллах пысăклатни, паллах, тĕп вырăн йышăнмалла.

Ноябрьпе декабрь уйăхĕсем çитес çул валли производствăпа финанс кăтартăвĕсене палăртмалли тапхăр пулса тăраççĕ. Кашни ял хуçалăх предприятийĕнчех кăçалхи ĕç кăтартăвĕсене тĕплĕн тишкерсе тухса пĕтĕмлетмелле, ял хуçалăх специалисчĕсемпе вăтам сыпăкри ертÿçĕсене явăçтарса, 2009 çулхи производствăпа финанс планĕсене туса хатĕрлемелле. Вĕсене уйрăм ĕç коллективĕсенче, правлени ларăвĕсенче, хуçалăх ĕçченĕсен пухăвĕсенче пăхса тухса çирĕплетмелле.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика