АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял ĕçченĕсен уявĕнче

07 ноября 2008 г.

 

Октябрĕн 31-мĕшĕнче трак енсем ял ĕçченĕсемпе тирпейлекен промышленность ĕçченĕсен кунне анлăн паллă турĕç. Районти халăх пултарулăх çуртĕнче иртнĕ уявра 60 ытла хастара хаклă парнесемпе тата укçан премисемпе чысларĕç. Вĕсенчен пĕри — РФ Ял хуçалăх, 4-шĕ ЧР Ял хуçалăх министерствисен, 8-шĕ район администрацийĕн Хисеп грамотисене, 2-шĕ район администрацийĕн Тав çырăвĕсене тивĕçрĕç.

Уява, кĕске сăмах каласа, район пуçлăхĕ С. Николаев уçрĕ. Çав ятпа ветерансен хорĕ “Алран кайми аки-сухи, асран кайми атти-анни” юрра шăрантарчĕ. Ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Ю. Петров районти ял хуçалăх ĕçченĕсем уява мĕнле çитĕнÿсемпе кĕтсе илнипе паллаштарчĕ, умра тăракан задачăсене палăртрĕ.

Уява килнисене Упири вăтам шкулти “Муравейник” ĕç бригади (вăл республикăри фестивальте çĕнтернĕ — В. Е.) членĕсем, ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕ Роза Лизакова саламларĕç.

Ун хыççăн “Янмурзино” хуçалăхăн бригадир-агрономне Зинаида Васильевна Тимофеевана “2008 çулхи уй-хир ăсти-чемпион”, Федор Кириллович Яковлев комбайнера (“Таябинка”) “Вырма-2008” чемпионĕ” хĕрлĕ хăюсемпе чысларĕç. Янмурçинсем кашни гектар пуçне вăтамран 32,3 центнер единица тĕш тырă туса илнĕ, Ф. Яковлев кăçалхи хĕрÿ ĕç çире “Дон-1500Б” комбайнпа 18688 центнер тĕш тырă вырса çапнă.

Савăнăçлă лару-тăрура çавăн пекех ĕçре хастарлăх кăтартакансене, çĕр улми пухса кĕртме пулăшнă шкулсене, техникăна хĕллехи управа лартассипе тата ветеринари участокĕсем хушшинче ирттернĕ смотр-конкурссенче палăрнисене, социаллă пурнăçпа экономика ăмăртăвĕнче виççĕмĕш квартал кăтартăвĕсемпе мала тухнă (“Красное Сормовопа” “Шатьма”, “Нива”) пĕрлешÿсемпе хуçалăха дипломсем тата укçан премисем, кунпа пĕрлех ялта пурăнакан пилĕк специалиста çурт-йĕр çавăрма патшалăх укçа уйăрни çинчен çирĕплетекен свидетельствăсем пачĕç.

Райпо председателĕ А. Дмитриева, ыр кăмăллăх çулĕнче ыр кăмăллăх кăтартса, икĕ çемьене укçан пулăшу кÿчĕ.

Юлашкинчен производствăра малта пыракансемпе ял хуçалăхĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисене “Сувар” юрăпа ташă ансамблĕнчи Иринăпа Анатолий Музыкантовсем ташăсем, Сергей Павлов, Ирина Шинжаевапа Светлана Яковлева юрăçсем юрăсем парнелерĕç. Пĕр сăмахпа каласан, уяв унта пынисенчен чылайăшне кăмăла кайрĕ.

Районти халăх пултарулăх çурчĕн фойинче ял хуçалăх пайĕ — агропромышленность комплексне кĕрекен ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем акса-лартса çитĕнтернĕ пахча çимĕçсенчен, райпон çăкăр комбиначĕ çăкăр-булка тата кондитер изделийĕсенчен, “Красноармейскинчи сĕт-çу завочĕ” хăйсем туса кăларакан сĕт-çу продукчĕсенчен, урамра вара ял тăрăхĕсен администрацийĕсем килти хуçалăхра туса илнĕ продукцисенчен йĕркеленĕ куравсем ĕçлерĕç, хуçалăхсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем тĕш тырă, купăста, сысна çурисемпе такасем сутрĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика