АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » РФ Президенчĕ Çырупа тухса калаçнă

07 ноября 2008 г.

 

Виçĕм кун Чăваш Ен Президенчĕ Николай Федоров РФ Президенчĕ Дмитрий Медведев чĕннипе Федераци Канашĕпе Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин пĕрлехи ларăвне хутшăннă. Унта Дмитрий Медведев хăй Федераллă Пухăва янă Çырупа тухса калаçнă.

Хăй янă пĕрремĕш Çырура Дмитрий Медведев Президент пирĕн пурнăçăн тĕп нормине мĕнле курнине, Раççей обществин тĕллевĕсемпе пĕлтерĕшне уçса панă. Вăл мораль пуянлăхĕ тата нравственность ориентирĕсен тĕреклĕхĕ тĕпре пулмаллине палăртнă, мĕншĕн тесен вĕсем Раççей гражданĕсене пĕрлĕхлĕ халăх туса хураççĕ. Патшалăха ертсе пырассине тата çĕр-шыври политика тытăмне лайăхлатма влаçри халăх представительствин пахалăхĕпе шайне лайăхлатас тесе граждансене политика пурнăçне ытларах хутшăнтармалли мерăсем хатĕрлеме сĕннĕ.

Дмитрий Медведев Конституцине тĕрĕсрех туса, çĕр-шыв Президенчĕн полномочийĕсене - 6, Патшалăх Думинне 5 çула çити тăсма сĕннĕ. Патшалăх пуçлăхĕ парламентăн конституциллĕ прависене анлăлатма тата Патшалăх Думин ĕç тăвакан влаçа контроллеме ирĕк паракан функцине ĕçе кĕртме сĕннĕ.

Дмитрий Медведев шкулта вĕрентесси çинче чарăнса тăнă май, хальхи вăхăтра "Пирĕн çĕнĕ шкул" наци вĕрентÿ стратегине хатĕрлени пысăк пĕлтерĕшлине палăртнă.

Аса илтеретпĕр, темиçе çул каялла Н. Федоров çĕр-шыв Президенчĕн полномочийĕн вăхăтне ÿстерме пĕрремĕш сĕннĕччĕ, Д. Медведев Чăваш Енре пулнă вăхăтра шăп та лăп пирĕн республикăра шкул реформине ирттересси çине нумай вăхăт уйăрнăччĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика